Килĕшỹллĕ çемьере ачасем те савăнăçлă

Категория: Публикации Опубликовано: 2019-09-06 10:53:42 Версия для печати
Проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.

РАЙОН хаçачĕсене пăхса ларнă май куç умне ЗАГС хыпарланă статьян пĕтĕмлетĕвĕсем тухса тăчĕç. Вĕсемпе тĕплĕн паллашрăм. Ача çураласси пĕлтĕрхинчен чакнă, çынсем пурнăçран уйрăлни - ỹснĕ. 21 туй пулнă, çав вăхăтрах 13 çемье арканнă.

Мĕнле хаваслă самант вăл - туй кĕрлени, çемье çурални. Çемье арканни вара, уйрăмах çемьере ачасем пулсан, питĕ пысăк хуйхă.

... Урок пуçланнă кăна. Кабинет алăкне уçса пĕр ватă хĕрарăм Азата (ятне улăштармастăп) урокран вăхăтлăха кăларма ыйтрĕ. Вăл Азатăн асламăшĕ иккен. Ульяновска кайма васканине пĕлсен килĕшрĕм.

Коридорти калаçу нумая тăсăлчĕ. Ача урока, хĕрелсе кайнăскер, хумханса кĕчĕ, парта çине пуçне хучĕ, урок вĕçлениччен те пуçне çĕклемерĕ.

Юлашки урокчĕ, ăна кăштах юлма ыйтрăм. Эпĕ унăн класс ертỹçи, манăн пĕлмеллех, мĕншĕн хумханать ача. Лăпкăн калаçнă май, вăл пĕр пытармасăр коридорта мĕн çинчен калаçнине пĕлтерчĕ. Икĕ кунтан суд пулать, ашшĕпе амăшĕ уйрăлаççĕ. Асламăшĕ мăнукне ашшĕпе юлма ỹкĕтлеме килнĕ. Ача вара ашшĕпе амăшне те юратать, тата унăн йăмăкĕ те пур. Çине-çинех вăл: «Зачем, зачем все это?» - тет. Куçĕсенчен куççуль тумлать. Ăна нимĕнле канаш та пама пултараймарăм. 11 çулхи ачан вара кампа юласси çинчен пĕлтермеллех пулать... Ашшĕ те, амăшĕ те хăйсене валли «юратнă» мăшăр тупĕç-ха, анчах ачасем тăван ашшĕ-амăшĕ пур çĕртех çурма тăлăх тăрса юлаççĕ.

Тепĕр тĕслĕх. 5-мĕш класра вĕренекенсемпе ашшĕсен уявне хатĕрленетпĕр - саламлă открыткăсем çыратпăр. Пăхатăп: Надя çырмасть. Пĕлетĕп-ха, унăн ашшĕ уйрăлса кайнă, çав урамрах урăх хĕрарăмпа пурăнать. Надьăн амăшĕ урăх арçынна киле кĕртнĕ. Надьăпа уйрăммăн калаçатăп. «Открыткăна та памастăп, хам та уява килместĕп, вăл манăн атте мар», - тет.

Кайран Надьăн амăшĕпе курса калаçатăп. Вăл хĕрĕ тăван мар ашшĕпе хирĕçсе кăна калаçнине, ăна «манăн атте мар» тенине пĕлтерет. Хĕрĕ тăван ашшĕне юратать, ялан ăна курма тăрăшать.

Çемье арканнин сăлтавĕсем тĕрлĕрен, анчах та çемьере ачасем пулсан, уйрăлу хучĕ çыриччен пĕр хут мар, çĕр хут вĕсем çинчен шутламалла. Килĕштерсе пурăнакан çемьере, юратнă тăван аннепе аттепе телейлĕ ачасем. Нимĕнле алимент та тăван аттепе аннене улăштараймасть. Çакна пурин те яланах асра тытмалла.

Ф.КУЗНЕЦОВА, педагогика ĕçĕн ветеранĕ.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2019

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru