Массăллă информаци хатĕрĕсем террора хирĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 2019-09-06 10:45:36 Версия для печати
ТЕРРОРА хирĕç кĕрешмелли кун Шупашкарта республикăри хуласемпе районсен хаçачĕсенче ĕçлекен журналистсемпе «Массăллă информаци хатĕрĕсем террора хирĕç» ятпа семинар иртнĕ.

Сентябрĕн 3-мĕшĕнче, 15 çул каялла Беслан хулинчи шкулта инкек пулнă хыççăн, террора хирĕç кĕрешмелли кун тесе палăртнă. Асăннă хулара 15 çул каялла сентябрĕн пĕрремĕшĕнчи линейкăра террористсем ачасене, вĕрентекенсене тата ытти хăнана заложнике илнĕ, 3 куна тăсăлнă тискерлĕхре 300 çын пурнăçран уйрăлнă, çав шутран 186-шĕ — ачасем.

Меропрятие Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕ, информаци политики тата массăллă коммуникаци министерстви йĕркеленĕ. Семинар пĕр минут шăп тăнинчен пуçланнă, террорла ĕçсене пула вăхăтсăр пурнăçран уйрăлнă çынсене асăннă. Михаил Анисимов министр массăллă информаци хатĕрĕсем террора хирĕç кĕрешессипе сахал мар ĕç тунине палăртнă. Вăл çак семинар нумай ыйтусем çине хурав тупма пулăшасса пĕлтернĕ, çак тематикăна мĕнлерех тĕрĕс çутатса парса вулакана ăнланмалла çырма тăрăшмаллине каланă.

Çавăн пекех журналистсем умĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн администрацийĕн террора хирĕç йĕркеленĕ комисси пайĕн ертỹçи Евгений Терешин, Чăваш Республикин Прокуратурин судпа уголовлă управленийĕн патшалăх айăплавĕн уйрăмĕн ертỹçи Евгений Алексеев, Роскомнадзор управленийĕн ертỹçи Татьяна Евдокимова, Шалти ĕçсен пайĕн Чăваш Республикинчи информаципе обществăлла çыхăну пайĕн ертỹçи Олег Ашин тата ытти чĕннĕ хăнасем тĕрлĕ ыйтусемпе тухса калаçнă.

А.АНИСИМОВ.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2019

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru