Кĕрлет-сĕрлет Шăмăршă пасарĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 2019-09-06 10:43:22 Версия для печати
РАЙОНТА пурăнакансем кашни юнкун Шăмăршăра пасар пулнине пурте лайăх пĕлеççĕ. Тĕрлĕ тавар туянас текенсем валли япала суйламалăх пур. Хăвна мĕн кирлине тупма пулатех.

Кĕркунне çитнĕ май ял çыннисем хăйсем туса илнĕ пахча çимĕçе те пасарта сутма е туянма тăрăшаççĕ. Ку питĕ меллĕ. Анчах хресчене хăй хуçалăхĕнче туса илнĕ пахча çимĕçĕн сутлăх хакĕ ытла йỹнĕ пулни шухăшлаттарать. Ял çыннин ĕçĕ сумсăра тухрĕ пулмалла. Çакна та палăртса хăварас килет, кăçал çĕр улми ăнса пулчĕ. Пурин умне те ыйту кăларса тăратрĕ: «Ăçта ăна вырнаçтармалла?» Ялсене çĕр улми пуçтарма пыракансем çук. Пырсан та хакне памаççĕ. Акă, Палтиел ялĕнче пĕр килограмм çĕр улмишĕн 3 тенкĕ сĕннĕ. Ытла та йỹнĕ-çке! Çĕр çинче нушаланнин хакне те çакă саплаштараймасть. Карапай Шăмăршă ял тăрăхĕнче пĕр вăхăтра «иккĕмĕш çăкăра» 8 тенкĕпе ярăнтарса ĕлкĕрнĕ. Кунтах арбузпа, дыньăпа çĕр улмине ылмаштарнă. Çĕнĕ Шăмăршăра та çакнашкал ылмаштару пулнă. Аслă çул хĕрринче сутакансем те пур. Пĕр сеткине 350 тенкĕпе сĕнеççĕ.

Юрĕ, пасарах таврăнар, кунти пахча çимĕçсен хакĕсемпе паллашар. Хаксене пĕр килограмшăн илсе кăтартнă:

Хĕрлĕ (столовăй) чĕкĕнтĕр - 15 тенкĕ;
Çĕр улми - 8 тенкĕ; Помидор - 25-35 тенкĕ;
Купăста - 15-30 тенкĕ;
Панулми - 45-50 тенкĕ;
Груша - 50 тенкĕ;
Сухан - 12-15 тенкĕ;
Ыхра - 120-150 тенкĕ;
Сухан (севок) - 70-80 тенкĕ;
Арбуз - 10 тенкĕ;
Дыня - 32-35 тенкĕ;
Пылак пăрăç - 25-40 тенкĕ;
Йỹçĕ пăрăç (хамăр тăрăхри) - 120 тенкĕ, ют çĕршыв- ран килни - 250 тенкĕ;
Хура çырла (1 л банка) - 200 тенкĕ; Пыл (1 л банка) - 400 тенкĕ, 3 л банка - 1400 тенкĕ;
Ỹсентăран çăвĕ (тип çу) - 320-350 тенкĕ;
Сĕт (1,5 л савăт) - 50 тенкĕ;
Услам çу - 400 тенкĕ;
Тăпăрчă - 200 тенкĕ;
Сахăр песукĕ (1 михĕ) - 1450 тенкĕ; Çăнăх (1 михĕ) - 1050-1100 тенкĕ (сортне кура).
Утă (300-350 килограмлă рулон) - 1200-1300 тенкĕ, 20 килограмлă тюк - 140 тенкĕ.
Выльăх-чĕрлĕх апатне сутакансем пурте Патăрьел районĕнчен пулчĕç.

А.МИХАЙЛОВ.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2019

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru