Иртет кун-çул пĕр сисĕнмесĕр

Категория: Публикации Опубликовано: 2019-09-03 10:49:57 Версия для печати
КУПТАШКИНА КАРАПАЙ.jpg
ВĂХĂТ... Мĕншĕн эсĕ ытла васкатăн, пĕр чарăнми шаккатăн та шаккатăн. Çын кун-çулĕ те çаплах иртет. Пурнăç урапи шав малалла çаврăнать.

Карапай Шăмăршăра пурăнакан М.Купташкинашăн 90 çул хушшинче савăнмалли те, пăшăрханмалли те пулнах. Вăл пурнăç тути-масине лайăх туйса çитĕннĕ. Йывăрлăхсем умĕнче пуçне усман, ялан малалла ăнтăлнă. Нимĕнле ĕçрен те хăраса, ỹркенсе тăман. Пĕтĕм ĕç çумне алли пырса перĕннĕ. Пур ĕçе те чун-чĕрине парса пурнăçланă. Мария Сергеевна Шăмăршăри ДРСУра, Киров ячĕллĕ колхозăн уй-хир бригадинче вăй хунă. Унăн пархатарлă ĕçне Хисеп грамотисемпе Тав çырăвĕсем парса хакланă. Тивĕçлĕ канăва тухсан та алă усса ларман, пĕрмай мĕнле те пулсан ĕç пурнăçлама тăрăшнă.

Хальхи вăхăтра вăл сывлăхпа, ăс-тăнпа ывăлĕн çемйипе шăкăл-шăкăл калаçса, килĕштерсе пĕрле пурăнать. Ăна савăнтаракан виçĕмăнукĕпе пĕр кĕçĕн мăнукĕ асламăшне чунтанах юратаççĕ, хисеплеççĕ. Ватă çыншăн чи кирли - ачи-пăчин хисепĕ, ăшă сăмах. Çакăнтан пахараххи урăх нимĕн те пулма пултараймасть.

Мария Купташкинана чаплă юбилейпе саламлама тăван-пĕлĕшĕ, кỹрши-арши, Карапай Шăмăршă ял тăрăхĕн администрацийĕпе культура ĕçченĕсем пухăннă, татах та нумай пурăнма çирĕп сывлăх суннă. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Вячеслав Яковлев Раççей Президенчĕн саламне вуласа панă, асăнмалăх парнепе чысланă.

А.МИХАЙЛОВ.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru