Старта чĕнетпĕр

Категория: Публикации Опубликовано: 2019-09-03 10:39:51 Версия для печати
ХАÇАТА килĕштерсе вулакансемпе спорта юратакансем валли сентябрĕн 6-мĕшĕнче «Шăмăршă хыпарĕ» хаçачĕн парнисене çĕнсе илессишĕн çăмăл атлетика эстафети иртет. Вăл «Туслăх» ФСК стадионĕнче 15 сехетре пуçланать. Ăмăртăва хутшăнакан командăсен 14 сехет те 30 минутчен хăйсен заявкисене судьясен ушкăнне çитермелле. Каярах юлнă командăсем старта тухаймасса та пултарĕç.

Эстафета 6 ушкăна пайланса иртет. Кун пирки хаçатăн иртнĕ номерĕнчи ăмăрту положенийĕнче паллаштарнă. Тĕплĕнрех ăмăртусем пирки çак номерсемпе шăнкăравласа пĕлме пулать: 2-33-51, 2-33-52 (редакци номерĕсем) е 2-32-26 (район администрацийĕн спортпа ĕçлекен специалист).

Пирĕн инф.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru