Ачалăх тăнăçлăх утравĕ пултăр

Категория: Публикации Опубликовано: 2019-08-30 08:50:14 Версия для печати
лагерь.jpg
Проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.



Эх, мĕншĕн хăвăрт иртсе каять-ши çуллахи каникул? Ачасене кунĕпех ирĕклĕн чупса çỹреме, юлташсемпе пĕрле пухăнса вăйăсем выляма, пăчăхса çитсен шывра чăмпăлтатма епле лайăхчĕ!..

Чылайăшĕ урамра выляса кăна мар, ача- пăча лагерĕсенче канса сывлăхне çирĕплетме те май тупрĕ. Шкул çумĕнчи лагерьте канма тỹлевсĕр пулсан, хула тулашĕнчи лагерь путевки 14962 тенкĕ тăрать. Анчах та кунта пĕтĕмпех мар, çемье тупăшне кура кăна тỹлемелле. Сăмахран, нумай ачаллă е йывăр лару-тăруллă çемьере çитĕнекенсемшĕн тỹлев 748,10 тенкĕпе танлашнă (5 процент чухлĕ). Çак çăмăллăхпа кăçал Шăмăршă районĕнче пурăнакан 51 ача усă курнă. Тепĕр аллă вĕренекен шкул çумĕнчи лагерьте тỹлевсĕрех каннă. Çакă, паллах, тулли мар çемьесенче çитĕнекенсемшĕн те пысăк пулăшу. Тата лагерьте çемьере тимлĕх çителĕксĕр ачана шанчăклăрах та. Канмалли- аталанмалли условисем те килтинчен лайăх- рах. Аслисем çул çитмен çамрăка тĕрĕс çул çинчен пăрăнма памаççĕ, сăнасах тăраççĕ, вăхăтра кирлĕ сĕнỹсем параççĕ.

Уйрăмах район администрацийĕ çумĕнче çул çитмен ачасемпе ĕçлекен комисси йывăр лару-тăруллă çемьесене пулăшма тăрăшать. Унти учетра çак çемьесем тăраççĕ:

- пĕчĕк тупăшлă çемье - 21 (вĕсенче 58 ача аталанать),

- нумай ачаллă 20 çемье (43 ача),

- тулли мар 5 çемье (11 ача),

- хỹтлĕхсĕр юлнă 11 ачана усрава илнĕ 5 çемье,

- социаллă хăрушлăх кăларса тăратма пултаракан 29 çемье (61 ача),

- 6 инвалид-ачана усрава илнĕ 4 çемье.

Çамрăксене воспитани парасси - пĕрлехи ĕç. Ашшĕ-амăшĕпе (вĕсене ылмаштаракансемпе), педагогсемпе, общественноçпа тачă çыхăнура пулмалла, ачасен çитĕнĕвĕсемпе çитменлĕхĕсене асăрхасах тăмалла, вĕсене тĕрĕс çул çинчен пăрăнма памалла мар.

Г.ИВАНОВА.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru