Мĕнпе çула тухмалла?

Категория: Публикации Опубликовано: 2019-08-30 08:44:53 Версия для печати
бабушка ждет автобус.jpg
ÇАК ыйтăва ахальтен çĕклемерĕмĕр. Районта пурăнакан çынсен пăшăрханăвĕ уççăнах калаçмалли ыйту çуратрĕ. Аякри ялсенчен район центрне кайса килме кансĕррине пĕлтереççĕ. Мĕншĕн çапла пулнине вара пурте лайăх пĕлетпĕр: Шăмăршăри автостанцинчен ялсене çỹрекен автобуссен маршручĕсене пĕтерчĕç.

Анат Чаткас ялне çула тухакан автобус харăсах ултă ял çыннисене кирлĕ вырăна илсе çитеретчĕ. Кунне темиçе хутчен рейса тухатчĕ. Ярăслав, Васан, Хайпăла, Палтиел, Патирек, Тури Чаткаспа Анат Чаткас халăхĕ палăртнă вăхăт тĕлне чарăнăва е автостанцине çитме васкатчĕ. Ку маршрутпа Шупашкара каяканни пур-ха, вăл Анат Чаткас ялĕнчен 6 сехет те 10 минутрах тапранать. Район центрне килес текенсемшĕн ку меллĕ мар. Çак ырлăха Виçпỹрт Шăмăршă, Пуянкасси тата Кахăрлă Шăхаль çыннисем те манчĕç. Ку тăрăха çỹрекен маршрут та пĕтрĕ.

Çак пăтăрмахлă лару-тăру нумай çынна калаçтарма пуçларĕ. Уйрăмах ватăсен килтен тухса ăçта та пулсан каясси чăрмавлă пулса пырать. Пĕрре мар çапла каланине илтнĕ: «Ватăлнă çыннăн кăмака çинче кăна лармалла». Анчах та çакна манса каймалла мар, пурте ватăлатпăр, тивĕçлĕ канăва тухса пурин те ырă-сывă пурăнмалла пултăр. Карчăксемпе стариксен больницăна, перекет банкне, пенси уйрăмне тата ытти организаци-учреждение тĕрлĕ ыйтупа кайса килмелли тупăнатех. Çула тухас умĕн вĕсен умне пысăк ыйту тухса тăрать: «Мĕнпе çула тухмалла?». Çакна пулах нумайăшĕ каймалли пур çĕртех çула тухма шикленсе ларать. Автобус çỹренĕ чухне çăмăллăнах, шухăшсăрах чарăнăва тухса утнă пулсан, халь апла тăваймăн. Такси чĕнме май пур-ха. Анчах кашнинчех таксипе ярăнмалла пулсан, пысăках мар пенси укçинчен мĕнех юлтăр. Вĕсенчен нумайăшĕ уйăхсерен эмелне те пайтах туянать. Кил-хуçалăхра ватăсем хăйсем тĕллĕн кăна пурăнакансен, ачи-пăчи тухса кайса саланса пĕтнисен çутă, газ тỹлевĕсемшĕн те хăйсенех тăкакланма тивет. Ялта пурăнакансем çакăн пек лару-тăрăва питĕ лайăх ăнланаççĕ. Пĕчĕк ачаллă амăшĕсене те çăмăл мар çула тухса çỹреме. Çăмăл машинăсем ачаллă çынсене лартасшăн мар. Вĕсене ярăнтарма ятарлă ача кресли кирлĕ. Вăл вара кашни водителĕн çук.

Паллах, автобус водителĕсем пĕлтернине те асăнса хăварас килет: «Автобус килсе çитиччен çынсем таксипе е урăх машинăпа ларса каяççĕ. Автобуса вара пушă çỹретме тивет. Çакă тăкаксене саплаштараймасть. Ирĕксĕрех çула тухма тăхтама тивет е пачах та рейса чарса хума хистет». Ку ỹкерчĕке нумайăшĕ курнă, сăнанă. Хирĕçлемелли кунта çук.

Ялсене автобуссем çỹременнин ыйтăвĕ çав-çавах хуравне тупаймасть. Ăна кам уçăмлатса пама пултарĕ? Çакăн пирки район тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, депутатсем мĕн шухăшлаççĕ-ши? Хуравне вара илтесех килет.

А.МИХАЙЛОВ.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru