Выльăх-чĕрлĕх сиплевçи

Категория: Публикации Опубликовано: 2019-08-30 08:40:38 Версия для печати
СЕМЕНОВ ИВАН.JPG
ЯЛ çынни выльăх-чĕрлĕхсĕр, кайăк-кĕшĕксĕр пурăнмасть. Кашнин хуçалăхĕнче мĕнле те пулсан чĕрчуна асăрхама пулать. Вĕсене пурне те вăхăтра тĕрлĕ чир-чĕртен прививка тумалла, чирлесен сыватмалла.

Районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци ĕçченĕсем шăпах çак енĕпе ĕçлеççĕ. Вĕсен талăкăн хăш вăхăтĕнче те чĕннĕ çĕре çитме тивет. Вĕсем аптранă выльăха ура çине тăратассишĕн ырми-канми тăрăшаççĕ, хăйсенчен мĕн килнине веçех тăваççĕ.

Пуянкасси ял тăрăхне кĕрекен тăватă ялта тата Г.Н.Макаров фермер хуçалăхĕнче выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк, килти чĕрчунсен сиплевçинче нумай çул хушши Иван Семенов тăрăшать. Вăл хăйĕн ĕçне чунтан парăнса пурнăçлать. Сысна аçин çăмартине касмалла-и, ĕне-вăкăр пусмалла-и - пултаруллă специалиста чĕнеççĕ. Теприсен сысни çăвăрлаймасть е ĕни пăрулаймасть - каллех вăл васкавлăн çула тухать, пулăшу пама васкать. Кĕтĕве çỹрекен ĕне-пăрăва пукраран сĕрнĕ, юн илнĕ чухне те унăн ĕçĕ курăмлă. Сыснасемпе чăхсене тĕрлĕ чир-чĕртен прививка тăвасси те унăн тивĕçĕ. Унăн алли çăмăл пулнăран ĕнесем, сыснасем вилĕмрен çăлăнса юлаççĕ. Иван Владимировича чĕререн тав тăвакан кашни ялтах тупăнать. Ун пирки: «Вăл выльăх чĕлхине пĕлет», - теççĕ.

И.Семенов - ял çынни, Пуянкассинче çуралса çитĕннĕ. Пĕчĕкренех чĕрчунсене юратнă, чирлисене, аманнисене пулăшу пама тăрăшнă. Çавăн чухнех вăл ветеринар пулма шут тытнă. Ĕмĕтне пурнăçа кĕртес тесе шкул хыççăн Вăрнарти техникума вĕренме кĕнĕ, ăнăçлă вĕренсе пĕтерсе алла диплом илнĕ. Ваня çĕршыв умĕнчи тивĕçе те пурнăçланă, икĕ çул моряк тумне тăхăнса çар хĕсметĕнче пулнă. Тăван кĕтесе таврăнсан выльăх-чĕрлĕх сиплевçин ĕçне пикеннĕ. Пуçланнă вара канăçсăр вăхăт. Ỹркенсе тăман çамрăк пур çĕре те çитме тăрăшнă: кăнтăрла та, каçпа та çула тухнă, нимĕнле çанталăка та уяса тăман. Çулсем иртсен те çăмăл мар ĕçрен сивĕнмен. Паянхи кун та вăл выльăх-чĕрлĕх витисенчен тухма пĕлмест тесен те йăнăш мар.

Августăн 31-мĕшĕнче ветеринари ĕçченĕсем хăйсен кунне паллă тăваççĕ. Çак тытăмра вăй хуракансене, ĕç ветеранĕ- сене уяв ячĕпе саламлатпăр, çирĕп сывлăх, телей, ăнăçу сунатпăр. А.МИХАЙЛОВ.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru