Хуняма - иккĕмĕш анне...

Категория: Публикации Опубликовано: 2018-03-30 08:51:22 Версия для печати
semenov.JPG
Хуняма, хуняма,
Пĕр мана валли кăна
Çитĕнтертĕн ывăлна -
Чăн-чăн упăшка.
Хуняма, хуняма,
Ывăлушăн тав сана -
Çитĕнтертĕн чăн-чăн упăшка!
Хаваслă юрă янăрать Чăваш наци радиовĕпе. Сăмахĕсем те питĕ çепĕç. Пурнăçра хунямана çапла тав сăмахĕ калакан кинсем нумайăн-ши? Çулталăкра пĕрре-иккĕ хăнана килсе каякан кинсенчен кĕтме пулĕ. Пĕр çуртра, пĕр сывлăшпа пурăнакансем вара?
Акă Виçпỹрт Шăмăршă ялĕнче тĕпленнĕ Анатолий Александровичпа Нина Ивановна Семеновсем çемье çавăрни кăçал шăпах 60 çул пулать. Вĕсем Александр ывăлĕн çемйипе 30 çул ĕнтĕ пĕр çуртра килĕштерсе пурăнаççĕ - асламăшĕпе аслашшĕ, ывăлĕпе кинĕ тата 3 мăнукĕ.
- Пĕр вăхăт пĕр килте 4 сыпăк та пулса кайрăмăр: хунямапа - мăнуксен мăн асламăшĕпе - шăкăл-шăкăл калаçса, пĕр-пĕрне ăнланса 40 çул ытла пĕрле пурăнтăмăр, пĕр сив сăмах та илтмен, çав тери ăслă та савăк кăмăллă çынччĕ вăл, - калаçăва пуçлать илĕртỹллĕ те ăшă сăн-питлĕ 80 çулхи Нина Ивановна.
Унăн кинĕ те, Людмила Алексеевна, хăйĕн хунямăшĕ çинчен чи лайăх сăмахсем кăна калать:
- Хуняма маншăн чăн-чăн анне вырăнĕнчех. Чĕнессе те вăтăр çул «анне» тесех чĕнетĕп. Кил-çуртра мĕн ĕç пур – пĕрле ĕçлетпĕр, ачасене пĕрле ỹстеретпĕр, пĕр- пĕрне сăмахсăрах ăнланатпăр. Хама ырă сунакана епле хисеплес мар? Савнă мăшăрăмшăн та, хама пĕрмаях пулăшса тăнăшăн та чун-чĕререн тав тăватăп!
Кинĕ ирхине ĕçе пуçтарăннине курса (вăл Шăмăршăри вăтам шкулта ачасене вĕрентет) хунямăшĕ хăй ĕне сăвать, кинĕпе ачисем шкултан таврăннă çĕре кил-çурт тирпейлет, яшка пĕçерет. Каçхи сăвăма вара, ватă çынна шеллесе, кинĕ тухать.
- Эпир Саша мăшăрпа çемьери хутшăнусене аслисенчен вĕренсе пыратпăр. Асаннепе кинĕ - манăн хуняма - яланах килĕшỹре пурăнатчĕç. Хунямапа хунеçе пĕр-пĕрне ăнланса, тĕревлесе ĕмĕрлени те (60 çул пĕр-пĕрне савса!) пирĕншĕн чăн-чăн ырă тĕслĕх. Ватă асанне - Елена Александровна - (ялта Елинка аппа) - каланă сăмахсем халĕ те чĕрере. Сăмахран, çаксем: «Арçынпа яланах çепĕç пулмалла, ăна йăпатса-мухтаса кăна тăмалла. Вăл вара хăй те санпа ырă пулĕ». Тата çакă асра: «Укçа-тенкĕ пирки калаçар мар - ачасене йывăра килĕ». Пурăннăçемĕн асаннен кашнин сăмахĕ чăн-чăн ахах пĕрчи пулнине тарăннăн ăнланса пыратăп.
Елинкка аппа
Вăл колхозăн пĕрремĕш кунĕсенчен пуçласа мĕн ватăличченех колхозра ĕçлесе пурăннă. «Колхоз лаши» тенĕ ăна хăй вăхăтĕнче Виçпỹртре. Пур ĕçе те алă вĕççĕн тума тивнĕ: акнă, çумланă, вырнă, çапнă, алланă... Унăн мăшăрĕ - Элексантăр тете - 1941 çулта фашистла Германие хирĕç çапăçма тухса каять. Вăтăр пилĕк çулхи салтак арăмĕ 5 ачипе пĕччен тăрса юлать: асли – 11 çулта, кĕçĕнни – сăпка ачи. 1942 çулхи май уйăхĕнче вăл мăшăрĕ А.С.Семенов Ленинград патăнче паттăрсен вилĕмĕпе вилни çинчен хут илет...Çак хуйха кăна мар, пĕрлех ачасене тăрантарма, тăхăнтартма çав тери тертлĕ вăхăта чăтса ирттерме те вăй-хăват çитернĕ вăл. Тỹрĕ кăмăлпа, тăрăшса колхозра ĕçленĕшĕн ăна тĕрлĕ Хисеп грамотисемпе, медальсемпе чысланă. Чи хакли вара уншăн - ял-йыш хисепĕ, «Хисеплĕ колхозник» ят. Пилĕк ачи те - 3 ывăлĕпе 2 хĕрĕ - Тăван çĕршыв умĕнче чыс-хисепе тивĕçлĕ пулса çитĕнни.
«Хисеп палли » орден кавалерĕ
Анатолий Александрович Семенов - Елинкка аппан виçĕ ывăлĕнчен пĕри. Вăл 1932 çулта çуралнă. Ялти вăрçă ачисем пекех крахмал пашалăвĕпе ỹснĕ.
- Çăва тухсан çимен курăк та юлмастчĕ - курăк татма Кахăрлă çырмине каяттăмăр, - аса илет йывăр ачалăхне Толя тете. - Колхоза 8 çултан ĕçе çỹреме пуçланă. Вăрçă çулĕсенче вăкăрпа суха тунă - лашасем фронтра. Ялта пĕр ула лаша юлнăччĕ (вăл фронта юрăхлă пулман) - унпа кĕлте турттарнă. Ĕçленĕшĕн кăнтăрла шỹрпе çитеретчĕç - унта çăрарах пултăр тесе вĕлтĕрен тултаратчĕç. Çапах кашни кун ĕçлеме вăй-хал тупнă - пĕр кун та сиктермен.
1950-1954 çулсенче Совет Çарĕнче пулнă, ун хыççăн мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех тăван колхозра вăй хунă. Ун чухнехи колхоз председателĕ В.Кошкин ăна тỹрех ферма заведующийĕ пулма çирĕплетнĕ – 28 çул çак лава пысăк яваплăхпа туртса пынă. «Ферма маншăн тăван кил пекехчĕ, киле çывăрма кăна каяттăм», - аса илет ĕç ветеранĕ. Ахальтен мар 1975 çулта Анатолий Александровича «Хисеп палли» орденпа наградăланă.
Пенсие тухсан та тепĕр 15 çул вырма вăхăтĕнче йĕтем заведующийĕнче тăрăшнă.
Халĕ мăшăрĕпе Александр ывăлĕн çемйипе пĕр çуртра килĕштерсе пурăнаççĕ, çулсене пăхмасăр кил-хуçалăхĕнче пĕр самант та ĕçсĕр лармаççĕ.
Нина Ивановна
- çапла хисеплесе чĕнет ăна ял-йыш çамрăкранпах. Вăл учитель çемйинче 1938 çулта çуралнă. Унăн амăшĕ - Чулхула облаçĕнче çитĕннĕ вырăс хĕрĕ - Виçпỹрт Шăмăршăри 7 класлă шкулта вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. Унăн хĕрĕ Нина Падюкина питĕ сăпайлă, хăйне хуть мĕнле лару-тăрура та виçеллĕ тытма пĕлекен савăк кăмăллă хĕрача пулса ỹснĕ. Халĕ те çаплах вăл. Пысăк культура шайĕ кашни 4 ачине те пĕтĕмпех куçнă. Мăшăрĕ Анатолий Александрович та çавăншăнах савать пуль ăна: «Утмăл çул пурăнса та пĕр-пĕрне пĕр сивĕ сăмах каласа курман, яланах ăнланса, килĕшỹре пурăнатпăр».
- Ăшă кăмăлĕ, çынна пулăшасси пирĕн аннешĕн чи малти вырăнта тăрать. Аслă кил хуçин тараватлăхне кура пирĕн кил-çурт хăнасăр тăмасть - вĕсем уйрăмах çуллахи отпуск тата ачасен каникулĕ вăхăтĕнче йышлăн килеççĕ. Вĕсемпе чуна уçса калаçса ларма юрататпăр. Хăнасем вара пирĕн патăрта чăн-чăн канăçлăх тупни çинчен пĕлтереççĕ, - хунямăшне ырласа кăна калаçать Людмила Алексеевна. - Тăван-хурăнташпа çыхăну çухатма юрамасть тетчĕ асанне.
Семеновсен йăхне тăсакансем
Анатолий Александровичпа Нина Ивановнан 4 ачи те ял хушшинче хисепре. Вĕсен 8 мăнук, 4 кĕçĕн мăнук.
Александрпа Галина Чăваш ялхуçалăх институтĕнче аслă пĕлỹ илнĕ, Наташа хĕрĕ - радиотехника инженерĕ - çемйипе Волгоградра пурăнать. Сергей Ульяновск хулинче тĕпленнĕ.
Александр - тĕп кил-çурт никĕсне çирĕплетсе, тĕреклетсе пыраканĕ - мăшăрĕпе ывăлпа 2 хĕре кун çути панă. Мария хĕрĕ ЧГУра 5-мĕш курсра - тухтăр дипломне илме хатĕрленет. Дария та Шупашкарта «педагог-психолог» тата «акăлчан чĕлхи» специальноçсене вĕренет. Семен кăçал Шăмăршăри вăтам шкултан вĕренсе тухать, аслă пĕлỹ илме ĕмĕтленет.
- Эпир халĕ чăн-чăн ырлăхра, телей курса пурăнатпăр, - тет хисеплĕ Нина Ивановна. - Пысăк йышпа, ывăлăн çемйипе килĕштерсе пурăнни пире малашне шанчăклă тĕрев пулса тăрĕ. Халсăрлансан та пĕчченлĕх хăратмасть. Атте-аннен никĕсĕ çĕнелсе пыни, ачасем, мăнуксем сума суни чуна савăнтарать, - çак сăмахсем пире те кашнинех хунямапа та, кинпе те яланах ăшă кăмăллă пулма вĕрентеççĕ.
Г.ИВАНОВА.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2022

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru