Шырамалла, тупмалла, ĕçлемелле...

Категория: Публикации Опубликовано: 2019-08-27 09:22:04 Версия для печати
ПЕНСИ çулĕсенчи икĕ çыннăн калаçăвĕ аса килчĕ: «Халĕ пурнăç лайăхланчĕ. Малтанхи пек кăмака хутса пỹрт ăшăтмастпăр, газ çунать. Нумайăшĕ шыв та кĕртнĕ, канализаци те ăсталанă. Ырлăх мар-и? Эпир çамрăк чухне килти ĕçе те пурнăçламалаччĕ, ĕçе те ĕлкĕрмелле пулнă. Ывăннине те туйман. Ăçтан пур çĕре те ĕлкĕрнĕ-ши?»

Итленĕçем шухăша кайрăм. Чăнах та, мĕнле ĕлкĕрнĕ-ха вĕсем? Халĕ ытла та хăвăрт ывăнатпăр-çке. Тен, пушă вăхăт нумай пулнăран кахалланса пыратпăр? Ĕçлессишĕн питех çунмастпăр. Ĕç çук тетпĕр те лăпланатпăр. Ĕçлес çын валли ĕç тупăнатех. Ăна шырама, тупма кăна пĕлмелле. Хамăршăн хамăр тăрăшмасан пире никам та алăран çавăтса ĕç патне илсе пымасть. Акă районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центртан ĕç вырăнĕсем пурри пирки пĕлтерсех тăраççĕ. Анчах никамах та чĕннĕ çĕре ĕçлеме кайма килĕшмест.

Мĕншĕн çамрăксем хулара вĕреннĕ хыççăн яла таврăнса ĕçе вырнаçасшăн мар? Хулара пурнăçĕ çăмăлрах-ши? Кунпа килĕшесех те килмест. Унта ялтан пынисем валли янтăласа хатĕрлесе хуман. Пурăнмалли кĕтесшĕн те сахал мар тỹлемелле, апат-çимĕçшĕн те те аванах укçи-тенки тăккаланать. Ялтан илсе кайнă пахча çимĕçпе улма-çырла та нумаях çитеймест. Кил-çурт таврашĕнче, пахчара ĕçлемелле мар ĕнтĕ, çав енчен лайăх. Канлĕн кăна капăр хула урамĕсемпе парксенче уçăлса çỹреме май пур. Анчах пурте ялтан тухса кайса пĕтсен вунпилĕк-çирĕм çултан çуртсем татах та нумайрах пушанса юлма пуçламĕç-ши? Капла та ялсенче çамрăксен шучĕ чакса пырать, ун чухне вара чỹречесенчен ватăсен сăнĕсем куна курăнĕç. Урамсенче ватăсем хуллен лăкăштатĕç. Темле пулсан та хĕрсемпе каччăсен çуралнă кĕтесрен писес марччĕ. Ĕç шыраса, вăрăм укçа хыççăн хăваласа атте-аннене хăйсене кăна хăварар мар. Чăх пĕчĕккĕн сăхсах тăранать, теççĕ. Майне-шывне пĕлсен ялтах сыпăнтарса пурăнма пулать.

Ытлă-çитлĕ пурăнас тесен, кỹршĕллĕ Патăрьел районĕн çыннисем пек севок-сухан, кишĕр, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр çитĕнтерме пуçламалла. Çак пахча çимĕçсен сутлăх хакĕ йỹнĕ мар. Ỹркенмелле кăна мар, тăрăшсан самаях укçа-тенкĕ ĕçлесе илме пулать. Çĕр ĕçĕ хăть хăçан ял çыннине тăрантарнă. Çавăнпа та ялтан тарса çĕр-аннерен писер мар.

«Ялта çерçи выçă вилмест», - тенĕ ваттисен сăмахне çĕр-çĕр çул иртсен те тỹрлетсе урăхла калаймăн. Çакна кăна калас килет: эпир çитмен çĕрте - пур çĕрте те лайăх, анчах тăван кĕтесре тата лайăхрах.

А.АНИСИМОВ.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru