"Кун-çул тĕрекĕ эс, Чаткас!..!"

Категория: Публикации Опубликовано: 2019-08-27 09:17:24 Версия для печати
Разумова.jpg
Проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.

Тăван çĕрĕн тусанĕ те тăван, пылчăкĕ те пылак.
Г.ВОЛКОВ, академик

ТĂВАН ял... Çуралнă кĕтес... Ачалăх сăпки, яшлăхри пĕрремĕш таса туйăм, вăйпиттилĕх, ватлăхри канлĕх... Вăл «пылаккине» айван ача çулĕсенче ăнланман, тен, эпир. Çỹç шуралнăçемĕн вара «техĕмне» ытларах та ытларах туятпăр.

Ялти кашни сукмак, çырма-çатра, çывăхри уй-хир, çурт-йĕр темрен те илĕртỹллĕ! Юратнă кил-йыш, тăван- пĕтен, кỹршĕ-аршă, тус-пĕлĕш такамран та хаклă!

Кунта - атте-анне килĕ, кирек хăçан та кăчăк туртакан, хỹтте илсе ăшăтакан кил. Кунта çăтмахри пек ырă, лăпкă, ирĕклĕ... Ахальтен мар ку асамлă вырăна ватти-вĕтти - пурте нимрен мала хурать. Ютра тымар янă ентеш те яланах çуралнă ял ытамне лекме васкать...

Çак шухăш-туйăм çыхăнтарчĕ те чаткассене Ял уявĕнче. Тăватă ял çыннисем, тĕрлĕ хулари ентешсем августăн 24-мĕшĕнче Анат Чаткасри Культура çурчĕ патне пухăнчĕç. Урамра шăпăрлансем батут çинче сикрĕç, чуччу ярăнчĕç, пуйăспа «инçе çула» тухрĕç... Кăмăл туличчен вылярĕç. Ытарма çук капăр та тирпейлĕ Кану паркне аслисем пухăнчĕç.

Хаклă хăнасене «Шурăмпуç» фольклор ансамблĕ (ертỹçи А.Лукиянова) çăкăр-тăварпа, хаваслă юрăпа кĕтсе илнĕ хыççăн тимлĕх çуллахи сцена çине куçрĕ.

Акă Наталия Ильина конферансье ял-йыша Уяв пуçланни çинчен пĕлтерет. Куракансене «Шурăмпуçăн» чиперукĕсем - чăваш тумĕллĕ хĕрарăмсем - тăванлăх юррипе саламласан сцена çине Анат Чаткас ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Л.Петрова, Шăмăршă район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн начальникĕ О.Алексеев, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин районти пуçламăш организацийĕн ертỹçи И.Пыркина тухрĕç.

Лариса Петрова Анат Чаткас, Тури Чаткас, Максим Горький тата Хĕрлĕ Васан паççулкисен çыннисене Ял уявĕпе саламларĕ, пурнăçра ырлăх-сывлăх сунчĕ. Унтан халăх пурнăçне çăмăллатас тĕлĕшпе кăçал тунă ĕçсем çинче чарăнса тăчĕ. Вĕсем, чăн та, нумай. Акă Анат Чаткасри Культура «вучахĕ» тавра илемлĕ карта тытнă Чапаев урамĕ (Çĕнĕкас) вĕçĕнче кỹлĕ чавнă. Пĕчĕккисене выляса савăнма ача-пăча площадкисем тутарнă. Хытă каяшпа çỹп-çап хумашкăн янтăланă контейнерсем часах кунта вырăн тупĕç. Тури Чаткасра кĕтỹ хăваламашкăн кĕпер тунă. Хĕрлĕ Васанта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă палăка çĕнетнĕ. М.Горький паççулккинчи масара евроштакетниксемпе пỹлсе илнĕ. Пуçаруçи тата йĕркелỹçи - кунта çуралса ỹснĕ, халĕ Ульяновскра пурăнакан А.Иванов. Ивановсем хăйсен кăмăлĕпе те вăй-халĕпе ача площадки туса лартнă. Çỹлерех асăннă ĕç-пуçа пуçару бюджетне кĕнĕ укçа-тенкĕпе, халăх вăйĕпе тунă. Ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ спонсорсене - пĕртăван Юнке- ровсене тата Майоровсене, Е.Пондякована, Ивановсене сисĕмлĕ пулăшушăн чĕререн тав турĕ.

Лариса Николаевна активистсене - ĕçчен те пултаруллă çынсене, юбилярсене Хисеп грамотипе, Тав хучĕпе чысларĕ. Вăл Ял уявĕ умĕн ирттернĕ конкурса пĕтĕмлетрĕ, çĕнтерỹçĕсене укçан тата асăнмалăх парнепе наградăларĕ. «Чи лайăх урам» ята Анат Чаткасри Н.Гастелло урамĕ тивĕçрĕ. Максим Горький паççулкки çумне «Чи лайăх ял» статус çирĕпленчĕ. «Чи лайăх хушма хуçалăх» ята Н.Петров çемйи (Тури Чаткас) çĕнсе илнĕ. «Чи лайăх пахча» хуçи - В.Майорова (Анат Чаткас). Чи лайăх чечек ĕрчетекен вара - Н.Пименова (Анат Чаткас).

Çавăн пекех О.Алексеев - район администрацийĕн ĕçченĕ - Чаткас тăрăхĕ пуçаруллă, яваплă çынсемпе пуяннине палăртрĕ.

И.Пыркина «Пĕрлĕхлĕ Раççей» грамотисемпе ял тăрăхĕн хастарĕсене хавхалантарчĕ. Уяври халăх Н.Ильинан, «Шурăмпуçăн», Пуянкассинчи «Хĕлхем» эстрада ушкăнĕн, Анат Чаткасри учительсен, Шупашкарти А.Федорова,Д.Пугач юрăçсен юрри-ташшине итлесе-курса савăнчĕ.

Шăмăршăри Еленăпа Леонид Кузьминсен «ресторанĕ» патĕнчен çын хăпма пĕлмерĕ. Техĕмлĕ шашлăкпа харчо, кăпăшка кукăль-хуплу, вĕри чейпе сок... кашнин кăмăлне тивĕçтерчĕ. Маттур эсир, Кузьминсем!

Йăлана кĕнĕ тăрăх, уйрăм ялсемпе урамсем кĕреке сĕтелĕ хатĕрленĕ. Çĕр-аннемĕр тивлечĕпе туса илнĕ тыр-пулран, пахча çимĕçрен, аш-какайран, юр-вартан янтăланă наци апат-çимĕçĕ, ĕлĕкхи савăт-сапа чăвашлăха туйтарчĕ. Анат Чаткасри Н.Гастелло, Максим Горький, В.Чапаев (Аялти Тукас) тата Тури Чаткасри В.Терешкова урамĕсен маттурĕсем умĕнче пуç таяс килет. Шел, кăçал уяв сĕтелĕсене ыттисем тăратман. Çакă кăмăла хуçрĕ.

Ял уявĕн чи хĕрỹллĕ тапхăрĕ ирĕклĕ майпа кĕрешесси пулчĕ. Хальхинче кунта 13-ĕн вăй виçрĕç. Л.Нянин, М.Самсонов, В.Козлов судьясем йĕркеленипе пилĕк категорире тупăшрĕç ачасемпе яшсем, вăйпитти арçынсем. Хăйсен виçинче А.Фадеев, Е.Муллин, К.Козлов, С.Синелев, Д.Нянин çĕнтерчĕç. Абсолютлă виçе категорийĕнче П.Кашицын пурне те парăнтарма мехел çитерчĕ. Сăмах май, Павел районти Акатуйра та тăтăшах çĕнтерет. Палăртма кăмăллă, кĕрешỹ паттăрĕ хăйне тивĕçнĕ такана ял çамрăкĕсене парнелерĕ. Паянхи куншăн ку - хăйне евĕр пархатарлăх! Шупашкартан килнĕ Анат Чаткас арĕ - Валерий Патов - хăйĕнчен икĕ хут(!) çамрăкраххипе вăй-хала тĕрĕслени те - хăйне евĕр паттăрлăх, вăл 3-мĕш вырăна тухма хăват çитерчĕ. Хула каччисем - Дима Нянинпа Максим Нефедов - ашшĕ-амăшĕн тăван ялĕнче спорт ăмăртăвне хутшăнса абсолютлă кĕрешỹре палăрни (2,3 вырăнсем) - хăйне евĕр патриотизм!

Çапла, çитĕнекен ăрăва тăван çĕршыва хаклас, кĕçĕннисемпе аслисен çыхăнăвне çирĕплетес тĕллев чăннипех те пурнăçа кĕрет Ял уявĕнче. Хальхинче те çаплах пулчĕ. Малашне те çуралнă кĕтес кашнинех хавхалану кỹтĕр, ырă ĕçсем тума çунат хуштăр. Ун ăшши пурин валли те çитет. Ăна пирĕн упрама çеç пĕлесчĕ.

Шухăша вара тăван ялăма халалланă сăввăмпа вĕçлес килет. Унра - ентешĕмсем каламалли сăмахсемех.

Кун-çул пуçламăшĕ, Чаткас!
Мĕн каласа сана мухтас?!
Ачалăхăн ылтăн сăпки,-
Ыр ас илỹ - тĕрки-тĕрки...
Яш ĕмĕрти таса хĕлхем
Халь те çунать нихçан сỹнми.
Кун-çул тĕрекĕ эс, Чаткас!
Мĕн каласа сана хаклас?!
Çăл куç таппи пек, хăватна
Паран пĕр вĕçĕмсĕр мана,
Çунат хушатăн çĕкленме
Çитмешкĕн ĕмĕт тỹпине.
Кун-çулăн тупсăмĕ, Чаткас!
Мĕн каласа сана чыслас?!
Санра - ман пурнăçăн утти,
Санра - ман ăраскал çути.
Çуралнă ял, тăван кĕтес!
Пуçа тайса та пуç çитмест...

З.СВЕКЛОВА.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru