«Сад-пахча ылтăнне» контейнера парнелеме кирлĕ мар

Категория: Публикации Опубликовано: 2019-08-23 09:08:06 Версия для печати
мусорный контейнер.jpg
Те чăн пулнă, те шỹт, анчах та юнашар ялта илтнĕччĕ çакна. Пĕр хĕрарăмăн упăшки хайхи çỹп-çап полигонĕнче ĕçлет иккен. Çапла вара полигона турттарса килнĕ çỹп-çап ăшĕнчен пĕр кун вăкăр пуçĕ, тепĕр кун чăх пуçĕ тухать, тесе каласа парать тет арçын килте. Çакă çỹп-çап пулсан вара этем ăсран тайăлман-ши тесе шухăшламах тытăнтăм, тет хĕрарăм.

Чăнах та, ял таврашĕнчи полигонта выльăх юлашкийĕсем е, калăпăр, çулнă курăк таврашĕ тухни ял çыннин шухăшлавĕ те выльăхланса пыни çинченех каламасть-ши?

Çапла, халĕ пурин патне те çỹп-çапшăн тỹлемелли квитанци килет. Ытларахăшĕ тỹлет, тỹлеменнисем те пур. Апла пулин те çакă полигонта ĕçлекенсене кĕтмен «парнесемпе» савăнтармаллине пĕлтермест ахăртнех.

Мĕн-ха вăл эпир нумай чух илтекен ТБО е ТКО тени? Унпа пирĕн квитанцисем кăна мар, экологи ыйтăвĕсем те çыхăннă. Айăпли вара, пĕтĕмĕшле пысăк масштабпа илсен, этем пулса тухать.

ТБО (твердые бытовые отходы) тата ТКО (твердые коммунальные отходы) тенине халĕ пĕр пекех усă курса калаççĕ. Çакна çын усă курнă хыççăн йăлара пухăнакан япаласем тесе ăнланмалла. Вĕсене çын çỹп-çап контейнерне тухса пăрахма е ятарласа çирĕплетнĕ вырăна турттарса тухма тивĕç. Çак япаласене (каяша) органика хутăшĕллĕ (апат çинĕ хыççăн юлашки юлни) тата йăлари çỹп-çап çине (кантăк, пластмасса, резина, хут, металл япаласем тата ыт.те) уйăраççĕ.

Çак япаласем çултан çул нумайлансах пыраççĕ. Раççейри тĕрлĕ статистикăна тишкерсен, çĕршывра кашни çул вăтамран 35 млрд тонна çак япаласем пухăнаççĕ.

Вĕсен йышĕнче, шел пулин те, хăрушлăх кăларса тăратакан япала та сахал мар тухать. Кĕлетке температурине виçмелли градусник, люминисцент лампочкисем, сăмахран, çынсене тата тавралăха питĕ пысăк сиен кỹрекеннисен йышне кĕреççĕ. Вĕсенче пур хутăшсем сарăлнинчен çут çанталăк тасалса та çитеймест иккен. Тĕрлĕ аккумулятор, автомашина çăвĕ те сиенлĕ каяш шутне кĕреççĕ. Вĕсем тăпрана лексен, çав вырăн 30 çул таранах çыннăн тата чĕр чунсен пурнăçĕшĕн хăрушă вырăн шутланать. Строительство çỹп-çапĕ - цемент, ацетон, сăрăсем, тимĕр япаласен ванчăкĕсем те тавралăха сиен кỹреççĕ. Анчах та вĕсене «тутаннă» хыççăн вăхăт иртнĕçемĕн çут çанталăк хăйне хăй сиплеме пултарать. Хут, йывăç таврашне пăрахнине çут çанталăк виçĕ çул чăтнă хыççăн сипленме тытăнать. Вĕсем ытла хăрушă мар.

Апла пулсан çỹп-çапа полигонсене пухса тирпейлесси СанПиН нормативĕсемпе тата ытти саккунпа (сăмахран, "О санитарно-эпидеми- ологическом благополучии населения", "Об охране окружающей среды" Федераци саккунĕсем) çыхăнни ăнсăртран мар. Унсăрăн этемлĕх тавралăха, апла пулсан хăйне те, хăй аллипех тĕп тăвĕ.

Çитес малашлăхра çỹп-çапăн ытларах пайне çĕнĕрен производствăна ярса усă курма тытăнĕç, паллах. Ун чухне, тен, çỹп-çапне те укçалла туянĕç...

Хальлĕхе вара ялсенче контейнерсем лартни вĕсемпе хамăртан кулса усă курмаллине пĕлтермест. Хайхи вăкăр пуçĕ е, калăпăр, çĕр улми çеçкине контейнера тултарни таврана ырă мар шăршă кăларни тата йĕри-тавра тасамарлăха сарни кăна пулать. Таврари сывлăшпа вара эпир, пирĕн ачасем, мăнуксем - пурте сывлатпăр.

Хуласенчен дачăсене çỹрекенсем ак кашни курăк пĕрчине, çум курăкне, тĕрлĕ пахча çимĕç çеçкине компоста хываççĕ. Питĕ тĕрĕс тăваççĕ. Ахальтен мар агрономсем компоста «сад-пахча ылтăнĕ» тесе калаççĕ. Пуян хутăшлă (курăк, çулçă, çум курăкĕ, пахча çимĕç çеçки, апат юлашкисем, тислĕк) компост пахчари йăрансемшĕн çав тери паха апат, удобрени шутланать. Паллах, унпа усă куриччен ăна çĕртмелле. Кайран вара ялти çыннăн та компостпа усă курнăран помидорĕ те чышкă пысăкăшах пулчĕ тесе савăнма, мухтанма сăлтав пулĕ.

Н.НИКОЛАЕВА.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru