Кĕркунне те çывхарать, çум курăк та хăпарать

Категория: Публикации Опубликовано: 2019-08-23 08:59:28 Версия для печати
пушо.JPG
СИСМЕРĔМĔР те, çуллахи кунсем хыçа юлса пыраççĕ. Кĕçех кĕркунне те çывхарать. Ачасем шкулалла чуптарĕç, студентсем хуланалла çул тытĕç. Ялсем каллех пушанса юлĕç. Пурнăçăн йăли-йĕрки çапла, нимĕн те тăваймăн.

Атьăр-ха саланса пĕтиччен тепĕр хут ял урамĕсемпе тăкăрлăксене, ун таврашĕсене тирпейпе тасалăх кĕртесси çине пăхса илер. Енчетрен пĕрре субботник тунипех лăпланса лармаллах-ши? Хамăр пурăнакан кил-çурт таврашне тасаткаласа тăратпăр. Анчах пушă хуçалăхсен таврашĕсем кашласа ỹсекен вĕлтĕрен, пиçен тата ытти хыт-хура айне пулнă. Вĕсемшĕн никам та яваплă мар,хуçи çук - хуйхи те çук. Паллах, пур-ха хăш-пĕр тỹрĕ кăмăллă çынсем. Вĕсем хăйсен умĕсене кăна мар, кỹршĕри пушă çурт таврашĕсене те тирпейлесе тасатса тăраççĕ. Вĕсемпе мухтанмалли кăна юлать, вĕсенчен тĕслĕх илсе пархатарлă ĕçе тăсма тăрăшмалла.

Юлашки çулсенче хур-кăвакал усрама умĕсене тĕрлĕ материалтан карта тытса хураççĕ. Мĕн кăна усă курмаççĕ-ши? Тавçăруллă çав Раççейре пурăнакан халăх. Пирĕн хуçалăхри пур материал та хăй вырăнне тупать: хăма, шăвăç, сетка... Тĕлĕнсе пĕтерме çук. Пỹлсе тытнă картасен лаптăкĕ кил умĕнчен тытăнса урам варрипе иртекен çул таранах йышăнма пултарать. Пултаруллăраххисем, е чеереххисем тесен тĕрĕсрех те пулĕ, çак картасене пушă çуртсен умĕсенче ăсталаççĕ. Никам та пурăнакан çук, варалантăрах унăн умĕ. Çапла шутлани тĕрĕсех-ши? Ку вăл çын территорийĕпе ыйтмасăр усă курни шутланать-çке. Çĕр ресурсĕсемпе çĕр ĕçĕсене йĕркелесе пыракан пайра ĕçлекенсем кăшт кăна пахчана ỹстерсе тытнине, палăртса панă чикĕрен шитпе кăна тухнине наччасрах асăрхаса хут çырса каяççĕ, штраф тỹлеттереççĕ. Патшалăх çĕрне килĕшỹ тумасăр усă кураççĕ имĕш. Кил умĕсенче хур-кăвакал усрама е тата урăх тĕллевпе карта тытса, пỹлсе çаврăнни ыйтмасăр патшалăх çĕрĕпе усă курни шутланмасть-и?

Халĕ çынсем тĕрлĕрен техника туянни те никамшăн та çĕнĕлĕх мар. Нумай ĕçе алă вĕççĕн пурнăçлама пăрахрăмăр, хамăр пурнăçа çĕнĕлĕхсем кĕртрĕмĕр. Темĕнле ял хуçалăх техникине те курма пулать. Анчах çынсен çак техника ăçта ларать? Кил умĕсенче! Ятарласа уйăрса илнĕ вырăн çук.

Çак тĕлĕшпе çын йышлă çỹрекен обществăлла вырăнсенчи тирпейпе хăтлăх пирки район администрацийĕнче тăтăшах çивĕч калаçу ирттереççĕ, çитменлĕхсене пĕтерсе пыма хистеççĕ. Çул хĕррисемпе кĕпер, масар, вăрçăра вилнисене асăнса лартнă палăк, кану паркĕсен таврашĕсенче ỹсекен хыт-хурана та вăхăтра çулса тăмалла, вăрмана çавăрса ямалла мар. Яла илсе пыракан аслă çул та килекен хăнана тасалăхпа илĕртсе тăтăр.

А.НИКОЛАЕВ.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru