Ырă вăрлăх çимĕç паратех

Категория: Публикации Опубликовано: 2019-08-20 08:43:38 Версия для печати
платонова.1.jpg
ВĂЛ пĕчĕкренпех учитель пулма ĕмĕтленнĕ. Кивĕ Шăмăршăри пуçламăш шкултан «5» паллăсемпе вĕренсе тухнă хыççăн 5-мĕш класа Васанти 7-класлă шкула çỹреме пуçлать. 6-7 классенче Шăмăршăри вăтам шкулта ăс пухать.

«Вĕрен, хĕрĕм, вĕрен...»

Ашшĕ-амăшĕ, вăрçă хыççăнхи йывăр çулсене пăхмасăр, хĕрĕ пĕлỹшĕн çуннине кура, Нинăна Патăрьелĕнчи педагогика училищине вĕренме кĕме пил парать. Çапла Нина Платонова 1955 çулта кĕçĕн классен учителĕ пулса тăрать. Шел, ашшĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен йывăр аманса таврăннăскер, çак телейлĕ саманта курса ĕлкĕреймест - хĕрĕ 1-мĕш курсра чухнех çĕре кĕрет... Иван тетĕшĕ те вăрçă чарăниччен кăшт маларах Чехословакире пуçне хунă. Шăпах вăл вĕрентнĕ ăна шкула кайичченех вулама-çырма, салтакра чухне хăйĕнпе çыру çỹретмешкĕн...

Ĕçлеме - кишлака

Иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсенче çамрăк педагогсене Вăтам Ази тăрăхне ачасене вĕрентме янă. Шăмăршă районĕнчен те пĕр ушкăн çамрăк Узбек Республикине тухса кайнă: Дарья Кузьмина (Смаева) тата Нина Никола- ева (Александрова) - Васан хĕрĕсем, Патирекри Идрисовсем, Палтиелĕнчи Минсалим Алтынбаев. Педучилищĕре вĕреннĕ ентешĕсемпе пĕрле Нина Платонова та инçе çула пуçтарăнать.

Узбек тĕп хулинче, Ташкентра, вĕсене тĕрлĕ района сапаласа яраççĕ. Нина Сурхан-Дарьинск облаçĕнчи Сариасийск районне лекет. Вăл ĕçлекен ял Таджик Республикин чиккинче вырнаçнăран, шăпи ăна таджик ялне илсе çитерет.

- Ун чухнехи кишлак çав тери тĕлĕнтернĕччĕ: тăм çуртсем, 10 е ытларах та ачаллă йышлă çемьесем... Ялĕпе те хутла пĕлекен çукчĕ. Шкулта учительсем çитменрен, пĕрремĕш çул мана вăтам шкулта математика, физика тата вырăс чĕлхи вĕрентме çирĕплетрĕç (математикăна ачаран килĕштереттĕм). Каярах, вырăс чĕлхипе литератури специальноçĕпе Узбекистанра заочно майпа аслă пĕлỹ илсен, çак предметсене кăна ертсе пынă.

- Предмечĕсем мар, малтанласа пĕр-пĕрин чĕлхине пĕлменни вĕренĕве кирлĕ пек йĕркелеме памастчĕ. Пĕр вырăс сăмахне те ăнланмастчĕç. Тỹрех вырăсла-таджикла словарь туянтăм, вырăнти чĕлхене шĕкĕлчеме пикентĕм. Виçĕ уйăх хушшинче таджикла калаçма хăнăхрăм вĕт! - кăмăллăн аса илет 64 çул каяллахи çамрăклăхне Нина Егоровна.

Шкул ачисене кăна мар, вĕсен ашшĕ-амăшне хутла вĕрентесси те педагогсен тивĕçĕ шутланнă. Кунне 6-шар урок ирттерсе ывăннă хыççăн каçсерен краççын лампи çутипе çитĕннисене сас паллисемпе паллаштарнă. Унсăр пуçне хĕрарăмсем валли ал ĕç занятийĕсем те йĕркеленĕ: пански йĕппипе - алса-чăлха çыхма, çекĕлпе - вырăн таврашне, тĕрĕпе - кил-çурта илемлетме вĕрентнĕ. Кавир тĕртнисĕр пуçне урăх ал ĕç пĕлмен таджик арăмĕсем. Кавирне вара вĕсем хăмасăр çĕр урайне кĕççе çине сарнă. Çемçе те, хăтлă та!

Кăмăлу ырă пулсан - пур халăх та тăван

Калас пулать, вырăнти халăх вырăссенчен (аякран килекенсене пурне те вырăссем тенĕ) чылай ĕçе ỹкерсе илнĕ - сăмахран, тĕксĕммĕн курăнакан тăм пỹртне шалтан та, тултан та извеçпе шуратма та.

Каламасăрах паллă, Узбек çĕршывĕнче малтанлăха çăмăл пулман чăваш хĕрĕсене: вырăнти халăхăн чĕлхи-культурине хăнăхма, пĕр кану кунĕсĕр ватти-вĕттине çырма-вулама вĕрентме, 50 градус шăрăха тỹсме. Хĕл кунĕсем аса илỹре кăна - шурă юр çỹллĕ сăрт-ту çинче çеç куçа шартарса выртать, çĕр çине ỹксен çав самантрах ирĕлсе каять.

«Малими Нина» (учительница Нина) - çапла юратса чĕннĕ ăна шкул ачисем - вĕрентỹпе воспитани ĕçне чун-чĕрипе парăнса, тỹрĕ кăмăлпа пурнăçланă. Вĕренекенсем кăна мар, ял-йыш та тăрăшуллă учителе хисепленĕ, хаваспах хăйĕн йышне илнĕ. Пултаруллă учителе районти çут ĕç пайĕнче те асăрханă - тĕрлĕ наградăпа чысланă: «Узбек ССРĕн çут ĕç отличникĕ» паллă (1981 ç), «Ĕç ветеранĕ» медаль (1984), «Учитель-методист» хисеплĕ ят (1989). Вĕрентỹри ăсталăхĕшĕн Нина Егоровнăна районти çут ĕç пайне методист пулма чĕнеççĕ. Çапла 30 çул ытла Вăтам Азире чунне парса ĕçленĕ чăваш ялĕнчен килнĕ учитель. Татах та ĕçлетчĕ пуль - СССР арканнă хыççăн тĕрлĕ бандитсем аякран килнисене хĕстерме тытăннă, хăрушлăха кĕртсе ỹкернĕ. Нина Егоровнăна 1995 çулта çемйипех пĕтĕм туприне хăварса, нимсĕр-мĕнсĕр, унтан пăрахса килме тивнĕ.

- Мана кишлакра пурăнакансем ярасшăн та марччĕ. Инçех мар вырнаçнă Гудермес хули «вĕри точка» пулса тăни хăратрĕ. Тăшмансенчен хỹтĕлетпĕр тесе ял-йыш шантаратчĕ пулсан та, самана пăлханнине пула, беженцы статуспа çуралнă çĕршыва таврăнтăмăр. Пĕтĕм кишлак мана хисеплесе ăсатни, питĕ чаплă ăсату каçĕ йĕркелени халĕ те куç умĕнче.

Пĕрле пурăннă, ĕçленĕ таджиксемпе халĕ те çыхăну тытать вăл - телефон урлă хыпарсем пĕлсе тăрать. Вĕсемпе таджикла калаçать. Халĕ те ирсерен таджиксем пек симĕс чей вĕретет, ăна пиала çине ярса ĕçет.

Ырă çынсем пур çĕрте те пурăнаççĕ

- Кунта кам кĕтсе илчĕ, епле вырнаçрăр çак хăтлă хваттере? - ыйтатăп кăвакарнă çỹçне хыçалалла тирпейлĕн пуçтарса çыхнă 85 çулпа пыракан ĕç ветеранĕнчен.

- Никам та кĕтмен. Ку хваттере ватлăхра хам ĕçлесе илтĕм. Тавах Турра, ун чухнехи район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ А.Бочкарева манăн йывăрлăхсене ăнланчĕ, инкекре хăвармарĕ. Çĕнĕ экономика тапхăрĕ пуçланнă май, хваттер туянма «чĕрĕ» укçа кирлĕччĕ - Васанти вăтам шкула ĕçе вырнаçрăм, ипотека кредичĕпе пĕр пỹлĕмлĕ хваттерлĕ пултăм. Александра Александровна ыйтнипе тытса тăчĕç çак хваттере строительсем. Вăл çеç те мар, ырă ертỹçĕ пулăшнипе кредита та Шупашкарта мар, Шăмăршăри сбербанка тỹлесе тăтăм. Тĕп хулана кайма пĕрре - шкултан ыйтса каймаллаччĕ, тепре - унта кайса-килме сахал мар укçа тăкакланатчĕ. Тĕрлĕ енлĕ пулăшу пачĕ мана А.Бочкарева, ăна хам виличчен те тав туса пĕтерейместĕп.

Шăмăршă тăрăхĕнче тăван-хурăнташ та сахал мар Нина Егоровнăн - хăйĕнпе пĕр тăван йăмăкĕ, пĕр тăванĕсен ачисем, мăнукĕсем йышлă кунта. Хăйĕн çемйинчен вара - пĕр хĕрĕ анчах Чĕмпĕр хулинче пурăнать. Мăшăрĕ пурнăçран ир уйрăлса кайнă, тепĕр хĕрне те, пĕртен-пĕр мăнукне те юлашки çула ăсатма тивнĕ...

- Пурнăç çав тери кĕске этемĕн. Ĕмĕрĕмре тем те куртăм... 47 çул шкул ачисемпе ĕçлени лайăх аса илỹ, çĕкленỹллĕ кăмăл-туйăм парса тăрать. Ăçта кăна пурăнмаççĕ эпĕ вĕрентнĕ ачасем: иккĕшĕ Мускавра хирургра ĕçлеççĕ - манмаççĕ-ха мана тахçан пĕр сăмах вырăсла пĕлмен таджиксем, шăнкăравлаççĕ.

Çапла кăмăллăн калаçса уйрăлтăм педагогика ĕçĕн ветеранĕнчен. Кашни сăмахĕнче, тирпейлĕ çи-пуçĕнче, ырă кăмăлĕнче чăн-чăн учитель палăрса тăрать. Вĕрентекен ăс-тăнĕпе, халăх ăс-хакăлĕпе нумай-нумай пурăнма çирĕп сывлăх пултăр Сире, хисеплĕ Нина Егоровна.

Г.ИВАНОВА.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2023

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru