РАЙОН администрацийĕн команди республикăри патшалăх влаçĕсем тата хăйтытăмлăх органĕсем хушшинче иртекен Спартакиадăна çулсеренех хутшăнать. Çуллахи тапхăр хальхинче Канаш районĕнче иртнĕ. Ăмăртусен стартне Чăваш Республикин Пуçлăхĕн администрацийĕн ертỹçи Юрий Васильев панă та пурне те çĕнтерỹ суннă. Спортпа физкультурăна аталантарассишĕн палăрмалла пысăк ĕçсем тунăшăн, ыттисене ырă тĕслĕх кăтартса пынăшăн пухăннисене республика Пуçлăхĕн Михаил Игнатьев ятĕнчен тав сăмахĕ каланă. Çавăн пекех спорт уявне республикăн Физкультурăпа спорт министерствин министрĕ Михаил Богаратов тата Канаш район пуçлăхĕ Иван Иванов хутшăннă.
Командăсем дуатлонра, мини-футбол вăййисен финалĕнче, канат туртассинче вăй виçнĕ. Паллах, шăмăршăсем те кашни ăмăртурах хăйсен пултарулăхĕпе вăйне кăтартма тăрăшнă.
В.АНТОНОВ.