ÇАК кунсенче Шăмăршăри Совхозная урамра пурăнакан Михаил Захаровăн кил-çурчĕ çине «Шăмăршă районĕн хисеплĕ гражданинĕ» табличка вырнаçтарчĕç. 85 çулхи ĕç ветеранĕ, «Хисеп Палли» орден кавалерĕ çак хисеплĕ ята хăйĕн ырă ĕçĕсемпе тивĕçнĕ.
Аслă пĕлỹллĕ агроном ял хуçалăх производствинче нумай çул хушши тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕ - тĕп агроном, совхоз директорĕ, районти ял хуçалăх управленийĕн ертỹçи... Тĕпчев ĕçĕ те тыткăнланă ăна - ял хуçалăх наукисен кандидачĕ.
Тивĕçлĕ канура та ĕçсĕр лармасть вăл - район историне сыхласа хăварассишĕн ырми-канми тăрăшать, тĕрлĕ отрасльте ĕçленĕ çынсемпе курса калаçать, архив материалĕсене тĕпчет, район хаçатĕнче статья хыççăн статья пичетлет. Çапла пĕрчĕн-пĕрчĕн 1927 çултанпа 2017 çулчченхи район пурнăçне пуçтарнă Михаил Иванович. Шăмăршă районĕн энциклопедине кăларас ĕçре те унăн тỹпи пысăк. Энциклопеди авторĕсем вăл хатĕрленĕ материалпа анлă усă курнă. Хисеплĕ гражданин обществăлла пурнăçра малашне те хастар пуласса шансах тăратпăр!
А.УДИН.