Проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.
Сăрт аякки ешĕл, ай, курăнать,
Юрĕ кайса курăк шăтнăран.
Савнă хĕр вăл çырлан, ай, курăнать
Чун юратса кăмăла кайнăран.
Йăмăк, ан йĕр ытла хурланса.
Малашне çỹреймĕн хĕр пулса.
ххх
Тур ут юртать, юртать, пуçне ухать,
Инçе çула çывăх тăвасшăн.
Сар хĕр йĕрет, йĕрет, куçне шăлать,
Савнă сар каччине каясшăн.
Тĕртсе ярăр Турхан хĕрĕсене,
Туртса илер Палтиел хĕрĕсене.
ххх
Чикрен чике юртать шурă пурсуй,
Шурă кайăк йĕрне йĕрлесе.
Ялтан яла çỹрет сарă каччă
Савнă сарă хĕрне шыраса.
Чике юпипе чикĕ лартаççĕ,
Чаплă хĕре юта памаççĕ.
ххх
Шур ситцăран кĕпе çĕлес пулсан,
Ик кун мар-ха, виç кун кĕтĕттĕм.
Хамăн савни хама пулас пулсан,
Ик çул мар-ха, виç çул кĕтĕттĕм.
Йăмăк, пăрах ĕлĕкхи шухăшна,
Тăрăш хунямуна юрама.
ххх
Вун иккĕлле явнă чĕн саламат,
- Мĕншĕн сỹтĕлмелле явнă-ши?
Ăрасна çуралса, пĕрле ỹссе
Мĕншĕн уйрăлмалла çырнă-ши?
Ан вăрçăр-ха, хĕрсем, напрасно.
Каччипеле хĕрĕ саклаçнă.