Пĕчĕк çăлтăр та инçете çутатать...

Категория: Публикации Опубликовано: 2019-08-16 09:11:49 Версия для печати
Юлиана.jpg
Проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.


СĂНАНĂ-И эсĕ, тусăм, каçхи тỹпери çăлтăрсене? Сăнанă пулсан, асăрханă-и, пин-пин йăлтăркка хушшинче тĕксĕмреххи те, куçа йăмăхтараканни те, самантлăха çуталса сỹнекенни те, çутине татти-сыпписĕр сапалаканни те - темли те пур. Хăш-пĕр ушкăн çăлтăрăн çути - палăри-палăрми çеç. Пĕччен, пĕчĕк кĕмĕшкех вара инçете çутатать. Куç та ун çинче чарăнать...

Çыннăн таланчĕ те çавах. Тур панă ăсталăха вăхăтра асăрхамасан, ăна çителĕклĕ «шăвармасан» вăл сỹнекен çăлтăр майлах. Пултарулăха куллен, тен, сехетрен туптасан кăна вăл тĕллев патне илсе çитерĕ, çăлтăрла ялкăшĕ...

Шăпах çутă «çăлтăрсенчен» пĕринпе паллаштарасшăн сана, вулаканăм. Вăл - Юлиана Михайлова. Шăмăршă вăтам шкулĕнче вĕренет, 8-класа куçнă. Ыттисенчен нимпех те уйрăлса тăмасть. Хыткан кĕлетке, йăрăс пỹ, вăрăм çырă çỹç, тăрăхларах пит... Сăрă-симĕс куçĕпе тĕл пулсан вара хăвна унра ăшпиллĕх, ачалла тасалăх куçнине туятăн. Калаçма пуçласан...14-ри хĕрачах ват çынла ăс-хакăлпа пупленинчен тĕлĕнетĕн. Юрлама пикенсен... Сопрано сас хăвачĕ чун хĕлхемне хускатать, илемлĕх тĕнчине йыхравлать...

Пĕрремĕш хут сцена çине Юлиана 6 çулта тухнă. Районти Культура керменĕнче «Мисс-Шемуршиночка - 2011» конкурса хăтшăннăччĕ вăл. Ытти чиперуксемпе пĕрле тĕрлĕ тупăшура пултарулăхне виçрĕ. Залри халăх уйрăмах Михайлова шăрантарнă вырăсла юрра хапăлларĕ, нумайччен алă çупрĕ. Маттурскер пĕрремĕш вырăна çĕнсе илчĕ.

Хăй çỹрекен ача сачĕн музыка ертỹçи С.И.Никишина унра вокал ăсталăхне каярахпа та якатрĕ-туптарĕ.

Çулĕ çитмесен те, селĕм саслă хĕрачана музыка шкулне çырнă: фортепиано класне тата вокал уйрăмне илнĕ. Сăмах май, кăçал кунтан ăнăçлă вĕренсе тухрĕ Юлиана. Апла пулин те, çыхăнăва татасшăн мар.

Улттăрах Ю. Михайлова, Т.Б.Яковлева музыка ертỹçи тивлечĕпе, Канаш хулинче ирттернĕ зонăри «Кĕвĕ тумламĕ» фестивальте юрлама тивĕçрĕ. Çак ỹсĕмрех Пĕтĕм Тĕнчери «Эпир - пĕрле!» ятпа йĕркеленĕ вокалпа хореографи конкурсне лекни те хĕрачашăн - пысăк çитĕнỹ (ертỹçи - С.Никишина).

2012 çулта Светлана Ивановна ертсе пынипе «Чăваш ен кĕввисем» фестиваль-конкурсра вокалистсем хушшинче 3-вырăн йышăнчĕ. Çак пысăк шайри конкурсра Юлиана Михайловăпа Роман Ларшников дуэчĕ виççĕмĕш пулчĕ (ертỹçи - Т.Яковлева).

«Чăваш ен мерченĕсем» IV-мĕш ача-пăча пултарулăхĕн республика фестивалĕнче финала тухни те - пысăк телей.

М.В.Шумилов ертсе пынипе республикăри халăх пултарулăхĕн центрĕ йĕркеленĕ «Уçă саслă ачалăх» фестивальте «Пĕччен юрлакансем» номинацире лауреат ята çĕнсе илни те - хăйне евĕр çитĕнỹ.

Юлиана - республика шайĕнчи «Пултарулăх шкулĕн иккĕмĕш призерĕ тата Пĕтĕм Тĕнчери çамрăк юрăçсен «Стелла» конкурсĕн (вăл Шупашкарта иртнĕ) çĕнтерỹçи. Савăнмалăх та, мăнаçланмалăх та пур!

Пысăк шайри конкурс-уявсене хутшăннă хушăрах Ю.Михайлова тăван районти мероприятисене хутшăнма та вăхăт тупать. «Çамрăк сасăсем», «Кино каçĕ», «Юрататăп сана, Раççейĕм» (Раççей Геройне О.Долгова халалланă патриотла юрă конкурсĕ) пултарулăх конкурсĕсем, Акатуй... Вĕсенче хĕрача яланах малта. Çавăн пекех çуран тата йĕлтĕрпе вăйлă чупать, шывра ишессипе ăна район командине кĕртнĕ. Кадет класĕнче вĕреннĕ май Юлианăн бал ташшисен тĕрлĕ шайри конкурсĕсенче тупăшма тỹр килнĕ. Тĕрлĕ енлĕ ăсталăх тăрăшуллăскере чăтăмлăн йывăрлăхсене çĕнме, çĕнĕрен те çĕнĕ ỹсĕм тума пулăшать. Кăçал Юлиана «Районти чи лайăх юрăçă» ята та çĕнсе илчĕ.

Ăсталăха çỹллĕ шая çитерес тĕллевпе кỹршĕллĕ Тутарстан Республикин Çĕпрел ялĕнчи «Талантсен планети» искусство шкулĕнче те вĕренет Шăмăршă хĕрачи. Эрнере 2-3 хутчен çывăх çыннисем илсе çỹреççĕ ăна. «Вокал-соло» уйрăмĕнче юрлас пултарулăха Л.Сабирзянова преподаватель аталантарать. Аслипе кĕçĕнни пĕр чĕлхе тупни ỹсĕм çулĕ тума пулăшнă.

Çĕпрел районĕнче йĕркеленĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ конкурссенче юрларĕ Ю.Михайлова. «Пĕчĕк çăлтăр» тупăшăва темиçе хут хутшăнса малти вырăнсене тухрĕ. Тутарстанри Пăва хулинче регионсем шайĕнче иртнĕ «Талантсен асамат кĕперĕ» фестивальте 1 степень лауреачĕ пулса тăчĕ. Кировра, Пĕтĕм Раççейри «Талантсен çăлтăр ушкăнĕ» конкурсра, пирĕн Юлиана иккĕмĕш пулчĕ.

А.В.Ермолаев - композитор, нумай юрă авторĕ йĕркеленĕ Пĕтĕм Тĕнчери çамрăк юрăçсен конкурсĕнче Чăваш Ен хĕрачин пултарулăхне лайăх енчен хакларĕ.

Люция Фиркатовна Сабирзянова вĕренекенĕ Тутарстан Президенчĕн Р.Н.Миннихановăн патронажĕпе йĕркеленĕ «Созвездие - йолдызлык» республика шайĕнчи телефестивале кăна 3 хут хутшăнчĕ. Хусанта ирттернĕ çак уявра «вокал-соло» номинацире малтан - иккĕмĕш, кайранхинче - пĕрремĕш приз - çĕнсе илчĕ, суперфинала тухрĕ. Питĕ шел, ăнсăртран чирлесе ỹкнипе конкурсăн юлашки тапхăрне хутшăнаймарĕ Юлиана.

Ун вырăнне шăпа хĕрача валли тепĕр тĕрĕслев хатĕрленĕ. Пултарулăх картлашкипе çỹлелле улăхас тесен пысăк шайри конкурссене хутшăнас умĕн çамрăк юрăçсен икĕ çулхи çитĕнĕвĕсене интернет урлă кăтартмалла иккен, унта клипсем вырнаçтармалла. Юлиана çапла тунă. Раççейри паллă юрăçсемпе композиторсенчен, музыкантсемпе продюсерсенчен тăракан сумлă жюри 2019 çулта Шăмăршă вăтам шкулĕн вĕренекенне Пĕтĕм Тĕнчери ача-пăча фестивальне хутшăнма суйласа илнĕ: интернет-конкурсра Михайлова çĕнтерỹçĕсен йышне лекнĕ. Ку форума «Çулталăк юрри» 20 çул тултарнине халалланă. Ăна Туапсе хулинчи Пĕтĕм Раççейри «Орленок» ача-пăча центрĕнче ирттерме палăртнă. Тутарстанран 26 ачана (çав шутра Ю.Михайловăна та) тỹлевсĕр путевкăпа (вăл 60 пин тенкĕ!), çул-йĕр тăкакĕсĕр виç эрнелĕх канма ăсатнă. Тĕрлĕ çĕршывран пухăннă 100 çамрăк юрăçпа мастер-класс ирттернĕ профессионалсем. «Стремительный» отрядра каннă Тутарстан делегацийĕ. Раççей халăх артистне И.Кобзона асăнса йĕркеленĕ концерта пăхнă, «Çулталăк юррине» уçма хутшăннă, 4 кун хушши пынă пултарулăх конкурсĕн аливитĕр тухнă. Юлиана «Лучший город земли», «Васильковое небо» юрăсене куракансем патне çитернĕ.

Форум пĕтĕмлетĕвне пысăк хумханупа кĕтнĕ вăл. Мĕн тетĕр? - Тутарстан делегацийĕпе килнĕ Юлиана Михайлова Чăваш Ен чысне тивĕçлипе хỹтĕленĕ. Вăл 3 степень лауреачĕ ятне çĕнсе илнĕ! «Гран-прие» тивĕçме 2 картлашка çеç юлнă-çке.

Çамрăк юрăç шучĕпе, ку ун карьеринчи чи пысăк çитĕнỹ. Мĕншĕн тесен Раççейри Ангелина Вовк ячĕллĕ культурăпа искусство фончĕ йĕркеленĕ «Çулталăк юрри» уншăн чи кăткăс та яваплă конкурс пулнă.

Раççей Тĕп телевиденин дикторĕпе А.Вовкпа тĕл пулса калаçни, «Сасă» телепроект çĕнтерỹçисемпе тата Мари Корне паллă юрăçпа паллашни, тĕрлĕ наци ачисемпе туслашни, ентешĕмĕрĕн - Пĕтĕм Тĕнчери вĕрентекенсен конкурсĕн çĕнтерỹçин А.А.Семеновăн (вăл «Штормовой» отрядра ĕçлет) пултарулăх мастерскойĕнче экскурсире пулни... Веçех-веçех ĕмĕрлĕхе асра юлĕ. Тата Хура тинĕс хĕрринчи ĕçлĕ кану мал ĕмĕтлĕ хĕрачана çине тăрсах юрлас ăсталăхне туптама хистет. Ун пирки пачах та манмасть пĕчĕк «çăлтăр». Искусство шкулне çỹренĕ хушăрах скайп урлă Ульяновск, Тольятти, Самара хулисенчи музыка преподавателĕсенчен консультаци илет. Тỹлевлĕ пулин те. Укçа-тенкĕ шеллемест ашшĕ-амăшĕ пултаруллă хĕрĕшĕн: черетлĕ конкурс валли кĕпе çĕлеттермелле е туянмалла-и, е атă-пушмак янтăламалла, е вĕренỹшĕн тỹлемелле...

Район центрĕнчи «Кудесник» лавккара сутуçăра тăрăшакан Лариса Васильевнăпа пысăк хуласенче вахта мелĕпе вăй хуракан Альберт Валентинович ачисен пуласлăхĕ хăйсен канашĕ-пулăшăвĕнчен килнине питĕ лайăх ăнланаççĕ. Чăн-чăн ашшĕ-амăшĕн çапла пулмалла та.

Çут тĕнче пилленĕ çыннисен тата Миша шăллĕн иксĕлми юратăвĕ, çỹлерех асăннă преподавательсен ырми-канми ĕçĕ, паллах, хăйĕн чун çирĕплĕхĕпе вышкайсăр пысăк ăнтăлăвĕ Юлианăна пултарулăх «анинче» тухăçлă «çимĕç» кỹреççĕ. Илемлĕх тĕнчине лекнĕ хĕрача пĕр кĕвĕçỹсĕр, мăнкăмăллăхсăр - сăпайлăн та чăтăмлăн юрă ăсталăхне аталантарать, çынсене хавхалану кỹрет, ачалăхне телейпе тултарать. Вун тăваттăри «çăлтăрăн» малашлăхĕ пысăк: ун çути инçете сапаланать...

З.СВЕКЛОВА.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2023

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru