Çул çитмен ачасене куçран вĕçертер мар

Категория: Публикации Опубликовано: 2019-08-16 08:50:33 Версия для печати
Проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.



ÇИТĔНЕКЕН ăру - общество никĕсĕ, пирĕн пуласлăх. Çавăнпа та пире, аслисене, вĕсен ĕçĕ-хĕлĕ, шухăш-кăмăлĕ, малашлăхĕ яланах шутлаттарать. Уйрăмах йывăр лару-тăруллă çемьере çитĕнекенсен шăпи канăç памасть.

Ачасем мĕн пĕчĕкрен тĕрĕс çул çине тăрса ỹсчĕр, ашшĕ-амăшĕнчен кирлĕ воспитани илччĕр, преступлени çулĕ çине ан тăччăр тесен ăнлантару ĕçне кирлĕ пек йĕркелемелле. Ку тĕлĕшпе профилактика субъекчĕсем сахал мар. Район администрацийĕ çумĕнчи çул çитмен ачасемпе ĕçлекен тата вĕсен правине хỹтĕлекен комисси педагогсемпе, опекăпа попечительство органĕпе, ял тăрăхĕн специалисчĕсемпе, йĕрке хуралĕн сотрудникĕсемпе пĕрле йывăр лару-тăруллă çемьесене тăтăш тухса çỹрет, унта çитĕнекен çамрăксемпе тата вĕсен ашшĕ-амăшĕпе калаçусем ирттерет. Çакнашкал çемьесем кăçалхи июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне районта - 28. Унта 59 ача çитĕнет (2018 çулта - 25 çемье, 47 ача).

Асăннă комисси 2019 çулта полици ĕçченĕсем тăратнă материалсем тăрăх 7 лару ирттерчĕ, унта 9 ыйту тата 20 административлă ĕç пăхса тухрĕ, çав шутран 17 материал ашшĕ-амăшĕ (саккунлă представителĕсем) хăйсен çул çитмен ачисене çителĕксĕр воспитани панипе çыхăннă. 18 çул тултарман çамрăка алкоголь е спиртлă шĕвексем, психикăна пăсакан япаласем ĕçме явăçтарнăшăн та статья пур. Ун тĕлĕшĕпе те пĕр ĕç пăхса тухрăмăр. Çамрăксем обществăлла вырăнта ĕçкĕллĕ çỹрени те пулкалать - пĕр материал çакăн çинчен пуçарнă. Тепĕр материал, федераци саккунĕпе килĕшỹллĕн, табак туртма юраман вырăнта пирус туртнипе çыхăннă.

Çак ĕçсене пăхса тухнă хыççăн район комиссийĕ çапла йышăну кăларнă: асăрхаттару - 12, штрафсем - 8.

Çул çитмен комиссире хальхи вăхăтра 6 çамрăк учетра тăрать (пĕлтĕрхинчен 5 сахалрах), вĕсенчен тăваттăшĕ - пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулта, иккĕшĕ - хулари вĕренỹ заведенийĕсенче ăс пухать. Саккун умĕнче айăпа кĕнĕ кашни çамрăка обществăлла воспитатель çумне çирĕплетнĕ, вĕсем ача хăйне епле тыткаланине сăнаса тăраççĕ, преступлени çулĕ çине тухасран асăрхаттараççĕ.

Йывăр лару-тăруллă çемьесене пысăк тимлĕх уйăрасси - пирĕн тĕп тĕллевсенчен пĕри. Уйрăмах çуллахи вăхăтри ачасен канăвĕ, пушар хăрушсăрлăхĕ, шывра инкек-синкекрен сыхласси те контрольте тăрать. Çак тĕллевпе эпир 2019 çулхи пĕрремĕш çур çулĕнче 73 хут профилактика рейчĕ ирттертĕмĕр, 115 çемьене тĕрĕслерĕмĕр - унта çитĕнекен 365 ачан кун-çулĕпе паллашрăмăр. Мĕн интереслентерет-ха пире çемьесенче? Ачасен пурăнмалли условийĕсем, проблемисем. Вĕсемпе калаçусем, консультацисем ирттеретпĕр, вĕсене пăшăрхантаракан самантсене курма, ачасене май килнĕ таран пулăшма тăрăшатпăр.

Кăçалхи июнĕн 27-мĕшĕнчен пуçласа августăн 27-мĕшĕччен çул çитмен çамрăксен пурнăçĕпе сывлăхне упрас тĕллевпе хушма профилактика рейчĕсем ирттеретпĕр. Çакăн валли ятарлă ĕç ушкăнĕ йĕркеленĕ. Ун йышĕнче - район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ А.Чамеев (председатель), район администрацийĕн вĕренỹ тата çамрăксен политикин пайĕн ертỹçи Н.Ендиеров, Шăмăршăри халăха социаллă пулăшу паракан центр директорĕ А.Вазанов, районти полици уйрăмĕн ертỹçи Р.Идрисов, районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр директорĕ С.Кузьмин, Шăмăршă районĕнчи пушар надзорĕн пай пуçлăхĕ А.Кляжев.

Çавăн пекех районти кашни пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вĕренỹ учрежденийĕнче çул çитмен çамрăксем преступлени тăвасран профилактика ĕçĕсем епле пынине тĕрĕслерĕмĕр. Пур шкулта та çак енĕпе ĕç планĕ пур, класс ертỹçисем класс паспортне йĕркеленĕ, воспитани ĕçĕнче право тĕлĕшĕпе класс сехечĕсен, уйрăм калаçусен тематикине палăртнă. Çамрăксем преступлени çулĕ çине ан тăччăр тесе тăтăш профилактика ĕçĕсем ирттереççĕ. Шкул ачисене пушă вăхăтра тĕрлĕ кружокпа секцие явăçтарасси те çак тĕллеве пурнăçа кĕртме пулăшать. «Çамрăк пушар çăлавçи», «Театральный», «Шăпăрлансем» пукане театрĕ, «Шахмат шкулĕ», «Шкул историйĕ», «Çул-йĕр çамрăк инспекторĕ», «Альтаир», «Фламинго», «Ырă ĕçсен мастерскойĕ», «Çамрăк физик», «Хими тĕлĕнтермĕшĕсем», ООН волонтерĕсем тата ыттисем те ачасене пушă вăхăтне усăллă ирттерме, тĕрлĕ енлĕ аталанма май параççĕ.

Ашшĕ-амăшĕн пухăвĕсенче те ачасем йĕрке пăсассипе кĕрешессине тĕп вырăна хума сĕнес килет. Кунта воспитани ыйтăвĕсене тишкерни, ачана ăнăçлă вĕренме пулăшасси, сывлăхне тата вăй-халне çирĕплетесси вырăнлă тесе шутлатпăр. Çамрăксемпе ашшĕ-амăшĕ хушшинчи çыхăнусене çирĕплетме тĕрлĕ уявсене пĕрле паллă туни витĕм кỹрет. Сăмахран, ашшĕсене февралĕн 23-мĕшĕпе, амăшĕсене Хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе саламлани, «Атте, анне, эпĕ - спорт çемйи» конкурссене хутшăнни пĕр çемьере пурăнакансене çывăхлатать кăна. Çемье арканни вара ачасен телейлĕ ачалăхне питĕ хуçать, чун-чĕрине амантать. Кăçал районта çак цифра пĕлтĕрхинчен пĕчĕкрех пулсан та (кăçал -18, пĕлтĕр - 27), çакă питĕ пăшăрхантаракан пулăм.

Районта 15 çултан аслăрах çамрăксене наркотик тĕлĕшĕнчен тест тĕрĕслевĕ витĕр кăларасси те йăлана кĕрсе пырать. Пĕлетпĕр ĕнтĕ, наркотикпа психотроплă япаласем сывлăха кăна мар, кун-çула та аркатаççĕ. Çавăнпа та çамрăкла çак серепене çакланнисене тупса палăртасси тата вĕсене вăхăтра пулăшу кỹни пысăк пĕлтерĕшлĕ. 2018-2019 вĕренỹ çулĕнче çапла 246 аслă класра вĕренекен шкул ачи тест витĕр тухнă.

Çамрăксене ачаран сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарасси - питĕ кирлĕ ĕç. Çак тĕллевпе тĕрлĕ уйăхлăхсем ирттеретпĕр, шкулсенче СПИД тата наркотик çинчен информаци кĕтесĕсем вырнаçтаратпăр, тематикăллă калаçу йĕркелетпĕр.

Çамрăксене пĕр самант та куçран вĕçертме юрамасть. Мĕн интереслентерет ăна, мĕншĕн уроксене сиктерет, тĕрĕс-тĕкел аталанма мĕн кансĕрлет? Терроризмпа экстремизм, усал пулăмсенчен те сыхламалла çамрăксене. Ачасене пĕр самант та тимлĕхсĕр хăвармалла мар, вĕсемпе чуна уçса калаçмалла, вĕсен шухăш-кăмăлне пĕлсех тăмалла.

О.ЗАХАРОВА.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2023

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru