Ялсем ватăлаççĕ, пурăнакансем сахаллансах пыраççĕ...

Категория: Публикации Опубликовано: 2019-08-13 08:53:59 Версия для печати
старая деревня умирает 3.jpg
ÇАКĂН пирки пĕр çын кăна мар шутласа пăхнă пулĕ. Чăнах та, çулсеренех ялсенче 1-2 çурт е ытларах та хупăнса пырать. Ватăсем çут тĕнчерен уйрăлса каяççĕ, çамрăксем ялта тĕпленмеççĕ. Ялсенче туйсем кĕрлени те çамрăк мăшăр çуралнă кĕтесрех юлать тенине пĕлтермест. Çавăнпа та туйсем пулни районта çамрăк çемьесен шучĕ ỹснине çирĕплетмест. Ачасем сахал çуралнин тĕп сăлтавĕсенчен пĕри - çамрăксем яла таврăнасшăн пулманни.

Район администрацийĕн ЗАГС пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, 2018 çулта районта 222 çын вилнĕ. 2017 çулта вара 233 çын пурнăçран уйрăлнă. Танлаштарса пăхсан, пĕлтĕр виçĕмçулхинчен 11 çын сахалрах ĕмĕрлĕхех куçне хупнине куратпăр. Çын вилеслĕхĕ кăшт чакнă теме пулать. Анчах ачасем çураласси вилнисен хисепне хуплаймасть. 2018 çулта 101 ача çуралнине шута илнĕ, 2017 çулта вара 114 пепке çут тĕнчене килнĕ. Кунта вара статистика çуралакансен шучĕ чакнине палăртать, 13 ача таран. Çемье çавăракансен шучĕ те сахалланнă: 2017 çулта 83 мăшăр пĕрлешнĕ, 2018 çулта - 65 мăшăр. Ку кăтарту та начар еннелле сулăннă. Паллах, хут уйăрттармасăр пурăнакансем те сахалăн мар-ха. Уйрăлакансен шучĕ те пирĕн районта 2017 çулхипе (29 çемье арканнă) тан- лаштарсан, 2018 çулта (36) ỹснĕ.

Çỹлерех илсе кăтартнă цифрăсем чăннипех шухăша яраççĕ. Пĕлтĕр вилекенсен шучĕ виçĕмçулхинчен кăшт кăна чакнă пулсан та вăл ялсенче лару-тăру лайăх енне улшăннине палăртмасть. 222 вилнĕ çын пуçне 101 ача çеç çуралнă. Çулталăкра 121 çын «çухалнă». 2017 çулта - 129-ăн. Кунта шута илмелле, çуралнă ачасем пурте пирĕн районта пурăнмаççĕ, вĕсен ашшĕ-амăшĕ пĕр-пĕр ялта çеç регистрацире шутланса тăрать, пурăнма вара урăх çĕрте тĕпленнĕ. Çавăнпах ялсенче пурăнакансен шучĕ пĕр тĕрлĕ, ял тăрăхĕсен администрацийĕсенче пропискăра тăраканнисемпе урăхла кăтарту. Иккĕленмесĕр калама пулать, кашни ялтах çынсен шучĕ чакса пырать.

Ачасем сахал çуралнин тĕп сăлтавĕ - çамрăксем ялта пурăнасшăн, алла диплом илнĕ хыççăн каялла çуралнă кĕтесе таврăнасшăн пулманни. Районта ĕç вырăнĕсене тупкалама пулать. Районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр та пушă вакансисем пурри çинчен пĕлтерсех тăрать. Анчах та шалу пĕчĕк пулнăран тата çамрăксем ял хуçалăх ĕçĕпе аппаланма кăмăл туманран çак ĕç вырăнĕсем илĕртсех каймаççĕ. Малтанласа тăван тăрăха таврăннисем те кăшт вăхăт иртсенех каллех хулана тухса тараççĕ.

Район çыннисенчен нумайăшĕ республика тулашне ĕçлеме çỹрет, хамăр тăрăха вăхăт-вăхăт çеç килсе каять. Ял тăрăхĕсене шăнкăравласан та, вĕсем паракан цифрăсем ытларах чухне пропискăра тăракан çынсенчен, тĕрĕссипе, нумайăшĕ ялта пурăнманнине пĕлтерчĕç. Ку лару-тăрăва хăнăхрăмăр ĕнтĕ. Речĕ-речĕпе пушă ларакан, этем ури тахçантанпах пырса пусман пỹртсем те паянхи ялсемшĕн - кулленхи куç хăнăхнă ỹкерчĕк...

Васан ялĕн хĕрарăмĕ (ятне-шывне каламăпăр) сăмахлани ман пуçран тухмасть. Вăл çапла калани, тен, тĕрĕс те пулĕ. Çапларах калаçу илтме тỹр килнĕччĕ иртнĕ хĕлле: «Халь çамрăксем ялта юлманнин сăлтавĕ - çуралнă ачасен кăваписене киле илсе таврăнманни. Эпир çуратнă вăхăтра ачан кăвапи типсе татăлса ỹкмесĕр больницăран кăларман. Ăна нумайăшĕ киле илсе килсе мачча çине хунă. Паян вара пачах урăхла ỹкерчĕк. Пытармастăп, хамăн кин ача çуратмассерен кăваписене больницăна кайса илсе килме тăрăшрăм. Икĕ ывăл ачинне тупса илсе килме пултартăм, пĕр мăнукăнне вара тупма май пулмарĕ. Мĕн тетĕр, вăл ялта юлмарĕ, кăвапи çуралнă вырăнпа çыхăнмарĕ». Шутласа пăхсан, тĕшмĕш йăли-йĕрки кăна пуль теме пулать. Анчах тĕрĕсси те пурах пулĕ.

Акă, Кивĕ Чукал ял тăрăхне кĕрекен Шамкай ялне илер. Ĕлĕк вулăс центрĕ пулнăскертен халĕ пĕтсе пыракан яла çаврăннă. Тĕтĕм кăларакан çуртсем кунта - 8-ăн. Çулталăкĕпех кунта пурăнакансем, хĕл каçма ачи-пăчи патне е тăванĕсем патне кайманнисем, икĕ кил кăна. Ыттисенче вара ытарайми çу кунĕсенче çеç пурăнаççĕ.

«Шамкай ялĕнчен çынсем вĕсен «Светлый путь» колхозне Кивĕ Чукалти «За коммунизм» колхозпа пĕрлештерсен тухса кайма пуçланă. Ирçесем (Шамкай ирçе ялĕ) темшĕн чăвашсемпе пĕрле ĕçлесшĕн пулман. Ялти ватă Лидия Парфенова каланă тăрăх, чăвашсем вĕсене «путарса» хурасран шикленнĕ. Çапла вара çултан-çул ял пушанса пынă.

Ытти çĕрти пекех кунта шкул, клуб, библиотека, лавкка пулнă. Чиркỹ ĕçленĕ.
Вăл икĕ хутчен çуннă, кайран, совет самани вăхăтĕнче, ăна аркатнă. Халĕ çак вырăнта часавай уçнă. Паллах, фермăсем те выльăх-чĕрлĕхпе тулли пулнă. Урамсем ача-пăча сассипе янраса тăнă. Халĕ кунта шăплăх». («Шăмăршă хыпарĕ», 2013 çул, июль, 6. Авт.). Кивĕ Чукалта вара 363 хуçалăх шутра тăрать, вĕсенче 636-ăн пурăнаççĕ.

Анат Чаткас ял тăрăхĕнче те çынсен шучĕ чакса пырать. Кунта 1 çулталăкра 90 яхăн чакнă. 384 пурăнакан тата 122 пушă хуçалăх. Çакна ку тăрăхра 2018 çулта пурĕ те пĕр çемье кăна чăмăртаннипе çыхăнтарма пулать. 2017 çулта вара 8 хутчен туй кĕрленĕ. 14 çын вилнĕ пулсан 3 ача çуралнă. Паллах, çамрăксем ялта юлманни, ватăсем вилсе пыни те ку ялсенчи лару-тăру япăхланнин сăлтавĕ. Пропискăра тăракансем нумаййăн пулсан та, ялсемпе паççулккасенче ĕмĕрĕсене ирттерес текенсем сахаллансах пыраççĕ. Акă, Хайпăла (Красный Ключ) паççулккинче халĕ те пĕр хуçалăх шутланса тăрать, çынни те пĕрре - пропискăра. Максим Горький паççулкки те (10 хуçалăхра 22 çын) ватă çынсемпе кăна тытăнса пурăнать. Вĕсем вилсе пĕтсен вырăнĕ кăна юлĕ. Нумаях уйрăмлăх çук Хĕрлĕ Васан паççулккинче те. Хуçалăхсен шучĕ 50 яхăн пулсан та, яланлăх пурăнакансем пропискăра кăтартнă 46 çынран самай сахалрах. Вĕсен çурри пур-ши? Паллах, çанталăк ăшăтсан ял «чĕрĕлет» темелле. Хуласенчен тăван тăрăха таврăнакансемпе урамсем тулаççĕ. Анат Чаткасра - 242 хуçалăхра 522 çын пулсан, Тури Чаткасра - 103-ĕшĕнче 244-ăн шутланать.

Юнашар вырнаçнă Пуянкассипе (190 хуçалăх, 376 çын) Кахăрлă Шăхаль (109 хуçалăхра 188 çын) ялĕсене малашне мĕнлерех шăпа кĕтет-ши? Çамрăксенчен тăлăха юлса пыракан ялсем ватăлсах пыраççĕ. Аслă çул хĕрринче вырнаçнă Виçпỹрт Шăмăршăра çуртсем пушанса пынинчен те тĕлĕнмелли çук: 213 хуçалăхра 373-ĕн. Хайпăла ялĕ те «аллине туя» тытма хатĕрленет: 138 кил, 222 çын. Пĕтĕмĕшле ял тăрăхĕпе илсен, шутланса тăракан 650 кил-хуçалăхран 126-шĕ пушă ларать. Ку тăрăхра ача çураласси ỹснĕ, çын вилесси чакнă.

Пăчăрлă Пашьел ял тăрăхĕ те çынсенчен «чухăнланса» пырать. Пăчăрлă Пашьелĕнче 494 çуртран 296-ăшĕнче кăна 863 çын пурăнать пулсан, Асанкассинче 306 хуçалăхран 211-ăшĕнче 613 çын кунпа çĕре ирттерет.

Палтиелпе Патирек ялĕсенче вара лару- тăру ун пекех хăрушă маррине пĕлтерчĕç. Кил-çурт шучĕ чакать пулсан та, çынсем çав шайрах тăраççĕ (2017 çулта 2022 çын пропискăра тăнă пулсан, 2017-мĕшĕнче 2003-ĕн). Палтиелĕнче - 446, Патирекре 165 хуçалăх шутланать.

Васан ял тăрăхĕнче иртнĕ икĕ çула танлаштарсан вилекенсен шучĕ çуралакансенчен нумайрах. Виçĕ ялта пурăнакансен шучĕ те катăлнă: Васанта - 232 хуçалăхра 351 çын, Ярăславра - 178-ăшĕнче 344-ăн, Кивĕ Шăмăршăра - 175-ĕшĕнче 264-ăн.

Чукал ял тăрăхĕ те ыттисенчен нимпех те уйрăлса тăмасть. Ку тăрăхра та вилекенсем çуралакансенчен нумайрах. Çĕнĕ Чукалта 164 хуçалăхра 389 çын пурăнать пулсан, Вырăс Чукалĕнче - 98-ăшĕнче 191-ĕн, Улмаллă ялĕнче - 44-ăшĕнче 99-ăн.

Карапай Шăмăршă ял тăрăхĕ мĕнлерех сывлать-ха? Кунта 2017 çулта 30 çын вилнĕ пулсан, 2018 çулта 18-ăн кăна пурнăçран уйрăлнă. Ача çураласси те ỹснĕ (2018 çулта 11-ĕн çут тĕнчене килнĕ, 2017 çулта - 10). Карапай Шăмăршăра 339 хуçалăхра 945 çын кун кунлать, Çĕнĕ Тăрăнта - 126- ăшĕнче 240-ĕн.

Хальхи вăхăтра районта халăх чи нумай пурăнаканни Шăмăршă ял тăрăхĕ шутланать. Пурĕ - 4061 çын. Ку ял тăрăхне 4 ялпа 4 паççулкка кĕрет. Пытармастпăр, паççулккасем пысăк мар: Кучекре 3 çурта шута илнĕ, вĕсенчен иккĕшĕнче яланах тĕтĕм тухать, пĕрне вара çуллахи кунсенче кăна хуçисем килсе каяççĕ, 4 çын пропи- скăра тăрать, Муллиная паççулккара - 11 хуçалăх, 22 çын, Канашра - 22 кил-çуртра 38-ăн, Баскакра - 43 çын 22 çуртра. Энтĕрьелĕнче - 186 кил, 341 çын, Çĕнĕ Шăмăршăра - 128 хуçалăхра 269-ăн.

Шкул хупăнсан - ял пĕтет, теççĕ. Вĕренекенсен шучĕ чакса пырсан, шкул хупăнасси паллă. Е ăна пуçламăш классене вĕрентекен, е тулли мар пĕлỹ паракан вăтам шкула çавăраççĕ. Маларах вара кашни пысăк ялтах вăтам шкул ачасен сассипе кĕрлесе ларнă, пĕчĕкрех ялсенче пуçламăш класлă шкулсем те пулнă. Çав вăхăт ытла та хăвăрт иртсе кайрĕ. Çамрăксенчен тăлăха юлса пыракан ялсем ватăлсах пыраççĕ. Хăшĕ-пĕри тĕпренчĕкĕсене ача сачĕ хыççăнах районти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкула ăсатать. Пĕчĕкренех унти лару-тăрăва хăнăхтăр тесе шутлать. Ыттисем те, пуçламăш класран вĕренсе тухсан, унтах çул тытаççĕ, малалла - хуланалла. Каялла вĕсем тăван ялне таврăнасси иккĕленỹллĕ. Канмалли вăхăтсемпе уявсенче куркаласан кăна ĕнтĕ тăвансем пĕр-пĕрне.

Тепĕр хут цифрăсем патне таврăнар-ха. Иртнĕ çул 222 çын вилнĕ тесе палăртрăмăр. Халĕ вара тепĕр хут çак хисепрен сахалрах пурăнакан ялсемпе паççулккасене асăнса тухар. Акă вĕсем: Виçпỹрт Шăмăршă - 222 çын, Вырăс Чукалĕ - 191, Кахăрлă Шăхаль - 188, Улмаллă ялĕ - 99, Васан - 46, Баскак - 43, Ирçе Тĕкки - 38, Канаш - 38. Шамкай ялĕпе Кучек паççулкки пурри пирки çитĕнекен ăру пĕлсех те пĕтереймĕ. Çав шăпах Муллинаяпа Максим Горькийне кĕтет пулмалла. Мĕншĕн танлаштарса кăтартрăм-ха? Хуравĕ чуна ыраттарать, шухăша ярать. Малалла та çаплах пулса пырсан, районта çулсерен пĕр ял «пĕтет-çке». Паллах, пропискăра кăтартнипе çеç нумайрах курăнать, чăннипе вара, пĕр ялта та ял тăрăхĕсем панă цифрăсем чухлĕ çын пурăнмасть. Питĕ шел...

Палăртса хăвармалла, хальхи вăхăтра районта 12 пине яхăн çын пурăнать.

(Материала хатĕрленĕ чухне районти ял тăрăхĕсенчен, район администрацийĕн ЗАГС пайĕнчен илнĕ цифрăсемпе усă курнă. Ялсенчи хуçалăхсемпе пурăнакан çынсен шутне регистрацире, пропискăра тăраканнисем те кĕреççĕ).

А.МИХАЙЛОВ.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2023

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru