Юсав ĕçĕсем вĕçленеççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 2019-08-13 08:33:48 Версия для печати
ремонт садика.JPG
ШКУЛ ачисен канмалли кунĕсем те иртсе пыраççĕ. Часах вĕсем каллех парта хушшине ларĕç. Хатĕр-и вĕренỹ учрежденийĕсем вĕсене кĕтсе илме? Район администрацийĕн вĕренỹ пайĕн пуçлăхĕн çумĕ Е.Кудряшова пĕлтернĕ тăрăх, хальхи вăхăтра çак ыйту шăпах тимлĕхре тăрать те.

Кăçал республикăри 29 шкулăн спорт залне тĕпрен çĕнетме плана кĕртнĕ. Пирĕн районта та çакнашкал ĕçсем çулсеренех пурнăçланса пыраççĕ. Пĕлтĕр Палтиел вăтам шкулĕнчи спортзала тĕпрен çĕнетрĕç пулсан, кăçал Кивĕ Чукалти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкул спорт залĕнче пĕр миллион тенкĕлĕх юсав ĕçĕсем пулса иртнĕ. Хальхи вăхăтра хĕрсех Палтиелĕнчи вăтам шкулăн тата Шăмăршăри «Ромашка» ача сачĕн фасачĕсене çĕнĕ сăн кĕртеççĕ. Çак ĕçсене пурнăçлама пурĕ 7 миллион та 875 пин тенкĕ уйăрнă. Палăртнă ĕçсем вăхăтра тата лайăх пахалăхпа вĕçленессе шанаççĕ.

Г.ИВАНОВА.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2019

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru