Шăмăршă районĕнче усă куракан ăру-тăванлăх ячĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 2019-08-09 11:54:46 Версия для печати
Проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.


Асанне - аттен амăшĕ.
Асатте - аттен ашшĕ.
Кукаçей - аннен ашшĕ.
Кукамай - аннен амăшĕ.
Мăн (ват) асанне - аттен асламăшĕ.
Мăн (ват) асатте - аттен аслашшĕ.
Мăн (ват) кукамай - аннен кукамăшĕ.
Мăн (ват) кукаçи - аннен кукашшĕ.
Тете - ман умри арçын пĕртăван.
Шăллăм - ман хыççăнхи арçын пĕртăван.
Аппа - ман умри хĕр пĕртăван.
Йăмăк - ман хыççăнхи хĕр пĕртăван.
Йысна - аппан упăшки.
Инке - тетен арăмĕ.
Кин - шăллăм арăмĕ (ывăлăн арăмĕ).
Кĕрỹ - йăмăкăн е хĕрĕн упăшки.
Килĕнтеш - упăшкапа пĕртăван арçын арăмĕпе шăллĕн арăмĕ.
Пуçана - арăмăн аппăшĕн (йăмăкĕн) упăшки.
Мăнук - хĕрĕн е ывăлăн ачи.
Кĕçĕн мăнук - мăнукăн ывăлĕ е хĕрĕ.
Хуньăм - арăмăн ашшĕ.
Ани (хуняма) - арăмăн амăшĕ.
Пăянам (хуняма) - упăшкан амăшĕ.
Пăятам (хуняçа) - упăшкан ашшĕ.
Пăяхам - упăшкан тетĕшĕ.
Ывăлсем - упăшкан шăллĕ.
Аппай (аслă хĕрсем) - упăшкан аппăшĕ.
Вăталăх хĕрсем - упăшкан вăталăх йăмăкĕ.
Хĕрсем (кĕçĕн хĕр) - упăшкан кĕçĕн йăмăкĕ.
Сар ывăл - упăшкан шăллĕ.
Хунчăкам - арăмăн тетĕшĕ.
Хунякам - арăмăн аппăшĕ.
Пултăр - арăмăн шăллĕ.
Хĕр пултăр - арăмăн йăмăкĕ.
Кукка - аннен тетĕшĕ е шăллĕ.
Мăн акка (мăн аппа, пысăк аппа) - аннен аппăшĕ.
Çурма тăвансем: Ама çури - тăван мар анне.
Аçа çури - тăван мар атте.
Ама çура (çури) ывăл - тăван мар ывăл.
Ама çура (çури) хĕр - тăван мар хĕр.
З.ГОЛОВИНСКАЯ пухса хатĕрленĕ.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2019

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru