Çĕнĕ хăта юрри

Категория: Публикации Опубликовано: 2019-08-09 11:48:07 Версия для печати
Проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.


(Карапай Шăмăршă халăх сăмахлăхĕнчен)

Сĕтелĕрсем çинче сĕтел çитти,
Мĕнле хĕçпе ларса тĕртнĕ-ши?
Айар-ай-яй-яй, айар-ай-яй-яй.

- Сирĕнпеле пĕрле ĕçсе-çиме
Мĕнле турă ларса çырнă-ши?
Айар-ай-яй-яй, айар-ай-яй-яй.

- Çĕнĕ хăта çапла, ай, пулать-и:
Юрламасăр иртсе каять-и?
Айар-ай-яй-яй, айар-ай-яй-яй.

- Уртăш йывăç пулать, ай, кăранташ
- Çичĕ ютран пулать хурăнташ.
Айар-ай-яй-яй, айар-ай-яй-яй.

- Те шурутлă çыран, те шурутсăр
- Эпир çулса пăхас терĕмĕр.
Айар-ай-яй-яй, айар-ай-яй-яй.

- Те саватăр, хăта-тăхлач, те савмастăр,
Эпир килсе курас терĕмĕр.
Айар-ай-яй-яй, айар-ай-яй-яй.

- Ĕнтĕ пăлан ишет, пăлан ишет
Мăйракине шывран илмесĕр.
Айар-ай-яй-яй, айар-ай-яй-яй.

- Хăтапа тăхлачă кĕтсе тăнă
Чỹречерен куçне илмесĕр.
Айар-ай-яй-яй, айар-ай-яй-яй.

- Сĕтелĕрсем çинче сĕтел çитти,
Сакăр вунă сакăр çĕвви пур.
Айар-ай-яй-яй, айар-ай-яй-яй.

- Ай-хай, пĕр хăтаçăм, тăхлачăмăр,
Сакăр вунă сакăр чысăр пур.
Айар-ай-яй-яй, айар-ай-яй-яй.

- Эсир вăл чыспала кĕтнĕ иккен,
Эпир кĕтнĕ çĕре çитн(ĕ) иккен.
Айар-ай-яй-яй, айар-ай-яй-яй.

- Анкарти хыçĕнче, ай, пуссăр пур,
Ăна ăссах тăрăр, ан типтĕр.
Айар-ай-яй-яй, айар-ай-яй-яй.

- Ай-хай, пĕр хăтасем, тăхлачăсем,
Эсир пырсах тăрăр, ан писĕр.
Айар-ай-яй-яй, айар-ай-яй-яй.

- Ай-хай, пĕр хăтаçăм, тăхлачăмăр,
Ĕçкĕ-çикĕ пулчĕ пит лайăх.
Айар-ай-яй-яй, айар-ай-яй-яй.

- Ыйтса пăхăр-халĕ, ай, хăтаран:
Тата пĕр-ик каçа памĕ-ши?
Айар-ай-яй-яй, айар-ай-яй-яй.

- Юхан шыва турпас пăрахсассăн
Хăçан шыва хирĕç юхни пур.
Айар-ай-яй-яй, айар-ай-яй-яй.

- Хăта-тăхлач килне, ай, килсессĕн
Хăçан савăнмасăр кайни пур.
Айар-ай-яй-яй, айар-ай-яй-яй.

Улттăнпалан улма тиеттертĕм,
Самай хĕрлисем, ай, суйласа.
Айар-ай-яй-яй, айар-ай-яй-яй.

- Ял-ял урлă кайса хăта турăм
Чун юратнисене суйласа.
Айар-ай-яй-яй, айар-ай-яй-яй.

- Сăпаççипă чăпар, ай, куккукне
Çич çăмарта туса панăшăн.
Айар-ай-яй-яй, айар-ай-яй-яй.

- Сăпаççипă сире, хăта-тăхлач,
Пире чыспа хăна тунăшăн.
Айар-ай-яй-яй, айар-ай-яй-яй.

- Урхамахне кỹлсе,ай, тăратнă,
Йĕнерчĕкне хума астуман.
Айар-ай-яй-яй, айар-ай-яй-яй.

- Эпир килтĕмĕр те - каяс тетпĕр,
«Пырса курăр», - теме астуман.
Айар-ай-яй-яй, айар-ай-яй-яй.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2019

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru