«Атте-анне пиллĕхне çухатмăп ĕмĕрне...»

Категория: Публикации Опубликовано: 2019-08-09 11:41:09 Версия для печати
PC150026сс1.jpg
Проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.


АТТЕ-АННЕ... Нимпе, никампа танлашайми хаклă çынсем. Пире çут тĕнче парнеленĕ, пирĕшти пек упракан çынсем. Вĕсен сăмахĕ - ахах, ăс-хакăлĕ - мерчен, чун-чĕри - хĕвел ăшши. Пиллĕхĕ, тĕттĕмри çутă пек, пире вăй-хăват парса тăрать, пурнăçăн анлă çулĕпе ертсе пырать...

Хăйне кун-çул пилленĕ çыннисем халĕ çук пулин те, Галина Дмитриевна Чеменева (Кочу) юратнă ашшĕ-амăшĕн ырă сăнарĕсене чĕринче упрать. Хăй те халь анне, асанне: ĕçре ят-сум çĕнсе илнĕ. Çавах ашшĕ-амăшĕн вĕрентĕвĕ-пилĕ ун асĕнчен тухмасть...

Вăл 1959 çулхи апрелĕн 7-мĕшĕнче Васанти Чеменевсен туслă çемйинче çуралнă. Амăшĕ Нина Григорьевна - ялти фельдшерпа акушер пункчĕн заведующийĕ, Раççей Федерацийĕн сывлăх управленийĕн отличникĕ - вуншар çынна вилĕм аллинчен çăлнăскер, пепкисене пархатарлăха, çынлăха вĕрентнĕ. Ашшĕ Дмитрий Ильич - ял хуçалăх производствин ветеранĕ, «Гвардеец» совхозăн ырми-канми ертỹçи - тăватă хĕрне те йĕркелĕхе, яваплăха, тĕрĕслĕхе хăнăхтарнă. Пĕртăванĕсем пекех, Галина та пĕчĕкрен ĕçчен, анлă тавра курăмлă çитĕннĕ.

Ялти шкула çỹреме пуçласан пĕрремĕшвĕрентекенĕнчен - Агафия Петровна Журав- леваран - пурнăç илемне курма-туйма вĕреннĕ Г.Чеменева. Рисовани урокĕнче сăрă ăсталăхне туптанă. Художник пулас ĕмĕтпе хĕмленнĕ.

Аслăрах классенче шухăшĕ улшăннă. «Хими учителĕ Рестем Усманович Ракипов ирттерекен уроксем ĕçлĕччĕ, кăсăклăччĕ. Пирĕншĕн ăнланман тема пулман», - ăшшăн аса илет Галина Дмитриевна.

Вăтам шкул хыççăн мал ĕмĕтлĕ хĕр И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн хими факультетне вĕренме кĕрет, инженер-технолог специальноçне алла илет.

Тĕрлĕ çĕрте тимленĕ вăл. Чăваш ЦНТИре - техник-инженерта, «Чувашснаб» управленире - аслă инженерта, Шупашкарти электроаппаратура заводĕнче - инженер-технологра, НИТра - инженер-программистра, наука сотрудникĕнче, çĕнĕ информаци технологийĕн лабораторийĕн аслă преподавателĕнче тата аслă наука сотрудникĕнче, ЧРИОра - медиатека кабинечĕн заведующийĕнче (информатика тата физикăпа математика дисциплинисен кафедри).

2012 çултанпа _ Чăваш Республи- кин вĕренỹ тата çамрăксен политики министерствинче. Кунта профессиллĕ пĕлỹпе наука пайĕн тĕп специалист- эксперчĕн тивĕçне пурнăçлать. Çирĕп тĕллевлĕскер Раççей Президенчĕ çумĕнчи «Раççейри халăх хуçалăхĕ- пе патшалăх службин академийĕнче» пĕлĕвне ỹстерчĕ. Хальхи вăхăтра Г.Д.Чеменева-Кочу Чăваш Республикин вĕрентỹ институтĕнче вĕренỹпе мето- дика центрĕн методистĕнче тăрăшать.

Яваплă ĕçсенче тунă пысăк çитĕ- нỹсемшĕн Галина Дмитриевна Кочу сотрудника ЧР тата РФ вĕренỹпе çамрăксен политики министерстви- сен Хисеп Грамотисемпе, Раççей Федерацийĕн вĕренỹпе çамрăк- сен политики министерствин тата Раççейри ректорсен Совечĕн Тав çырăвĕпе чысланă. Унран пысăк хисеп _ ĕçтешĕсен, республикăри вĕрентекенсен тав сăмахĕ.

Çапла, халăх ырлăхĕшĕн хывнă тỹ- пи _ иксĕлми Васан хĕрĕн. Халăхшăн ĕçлеме, кĕрешме, пурăнма вĕрентнĕ ăна ашшĕ-амăшĕ. Мăшăрĕпе _ Гри- горий Алексеевичпа _ «Альбатрос» ООО директорĕнче, Чăваш Респу- бликин шыв ай спорчĕн федерацийĕн председателĕнче вăй хураканскерпе _ юратура тата килĕшỹре кун кунлать, çĕр çĕрлет. Кочу çемйи икĕ ывăлне те чăн-чăн çын пулмалăх воспитанипе пĕлỹ пачĕç. Евгений Шупашкарти пĕр организацире инженер-программистра тăрăшать. Алексей _ шĕкĕр хуламăрти Мускав районĕн администрацийĕнче уйрăм сектор ертсе пырать. Максим мăнукĕ вара _ асламăшĕпе аслашшĕн чун йăпанăçĕ.

«Юратупа килĕшỹре çитĕннĕ ача- сем пиллĕхлĕ», _ теççĕ халăхра. Çак сăмахсен чăнлăхĕ Галина Дмитри- евна Чеменева-Кочупа та çыхăннă. Тĕнчери чи хаклă çыннисен юратăвĕ, пилĕ шăпах ăна пурнăçăн тĕллевне тата ĕмĕр ĕмĕрлемелĕх пурнăç юлташне тупма пулăшрĕ. Ачисемпе мăнукне те телее туптама пиллет вăл.

З.ВОРОБЬЕВА.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2019

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru