"Манăн анне пулма килĕшсемĕрччĕ..."

Категория: Публикации Опубликовано: 2019-08-09 08:38:35 Версия для печати
IMG_2608.JPG
Проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.


Пысăк, темиçе пỹлĕмлĕ пỹртре Резеда Зекиевна Батанова йĕри-тавра 3 ача хĕвĕшеççĕ: 15-16 çулхи икĕ хĕрпе пĕчĕк ывăл. Кашнинпе ăшшăн калаçать амăшĕ, канашсем парать. Лешсем ăна тимлĕн итлеççĕ, мĕн каланине çур сăмахранах ăнланаççĕ. Ачасене, айккинчен сăнаса тăрсан, усрав тесе те калаймăн - хавас кăмăллă, тирпейлĕ, хăйсене тăван килти пекех туяççĕ.

Батановсем икĕ ывăл çитĕнтерсепурнăç çулĕ çине кăларнă. Иккĕшĕ те çемье çавăрнă, Чĕмпĕр хулинче тĕпленнĕ.

Резеда çамрăкрах чухне хĕр çураласса питĕ кĕтнĕ - ĕмĕчĕ пурнăçланас çуккине пĕлсен, мăшăрĕпе канашланă хыççăн, Улатăрти ача çуртне çул тытнă. Çапла 2007 çулта Палтиелĕнчи Тĕп урамра вырнаçнă Батановсен килĕнче 3 çулхи Регина пурăнма тытăннă. Çĕнĕ амăшне врачсем малтанах асăрхаттарнă: ача сывлăх енчен хавшак, ăна пăхма çăмăлах пулмĕ.

2012 çулта тепĕр хĕр - 8 çулхи Настя та кунта çемье ăшшипе хỹтлĕхне тупнă. Ăна та шăпи, тăван амăшĕ пур çинчех, Батановсен патне илсе çитернĕ. Пĕлтĕр вара вĕсем Настьăн шăллĕне те хăйсен çемйине йышăннă: çак кунсенче 4 çул тултаракан Тимур аппăшĕ çумне тĕршĕнсе ỹсет.

- Çакăн чухлĕ ют ачашăн анне пулма епле шухăш çуралчĕ? - тĕлĕнсе ыйтатăп 5 теçеткере пулсан та илĕртỹллĕ сăн-питлĕ Резеда Зекиевнăран. - Чун-чĕре ăшшине епле çитеретĕр? Хăвăрăн та 2 ывăл, 3 мăнук вĕт?

- Ача чухнех çуралнă çак ĕмĕт. Пире анне, интернатра ỹснĕскер, тăлăхсенпурнăçĕ çинчен сахал мар каласа кăтартнă. Унăн ачалăхĕ, вăрçă çулĕсемпе пĕр килнĕрен (1939 çулта çуралнă), питĕ нушаллă иртнĕ. Пĕрмай выçă çỹрени, аслисем кĕçĕннисене кỹрентерни çинчен аса илетчĕ. Эпĕ тăлăх ачасене усрава илме яланах хатĕр пулнă. Халĕ те тата йышăнма та кăмăл пур. Мăшăрăм та мана яланах ăнланать, хăй те ачасене юратать. Уйрăмах пĕчĕк Тимур ун çумĕнчен хăпма та пĕлмест. Тăван ашшĕ вырăннех хурать пулмалла.

Усрав ачасенчен хăйсем тăван ашшĕ-амăшĕ пулманнине пытармаççĕ кунта. Пĕлтĕр çапла Настьăна тăван килне вăхăтлăха хăнана та леçнĕ - лешĕ тепĕр куннех такси тытса Палтиелне хăех çитнĕ. Килĕ-пĕрне каçхи сăвăмра хăех сăвать. Апат-çимĕç хатĕрленĕ çĕре те хутшăнать, кил-çурт тирпейлессине те хăйĕн тивĕçĕ тесе шутлать. Регина вара, сывлăхне кура, çăмăлрах ĕçсене пурнăçлать: йышлă хур-кăвакала пăхать, апат-çимĕç илме лавккана çỹрет. 9-мĕш класа кайма хатĕрленеççĕ вĕсем Настьăпа иккĕшĕ те. Амăшĕ вĕсене тепĕр пасара çĕнĕ вĕренỹ çулĕ тĕлне çĕнĕ çи-пуç, шкул хатĕрĕсем туянма илсе тухасшăн.

Пĕчĕк Тимур садике çỹрет. Вăл хăнасене савăнсах капюшонлă вĕр çĕнĕ курткине кăтартать, сулхăн çанталăкра ăна тăхăнса урамра велосипедпа ярăнса çỹрет. Садикре юсав ĕçĕсем пынине пула вăл хальлĕхе килĕнче чупать, вăхăтне аппăшĕ çумĕнче ирттерет.

Çемьере пĕр-пĕринпе тутарла калаçаççĕ. Ачасем вырăсла та лайăх пĕлеççĕ. Шел, хăйсене çуратнă ашшĕ-амăшĕн тăван чăваш чĕлхипе культурине пĕлмесĕрех çитĕнеççĕ.

Усрав ачасем 18 çул тултарнă хыççăн Батановсен опекун тивĕçĕ вĕçленет. Çул çитнĕ çамрăксем малашне ăçта пурăнассине хăйсем суйлама пултараççĕ.

- Ачасем пĕринчен тепри маттур, мĕн каланине итлеççĕ, нихăшне те хам çумран ярас килмест. Хăйсен ирĕкĕ - ăçта пурăнма та пултараççĕ. Регина пирĕн хушамата илесси çинчен калать авă - епле кăларса ярăн тăван кил тесе шутласа пурăнакана? Хамăр вăйсăрлансан ачасем пăрахмĕç - кинсем те лайăх кăмăллăскерсем пирĕн, - ачасен малашлăхĕ пирки шутлать ăшă чунлă хĕрарăм.

Кил умĕнчен пире Тимур ăсатса ячĕ. Хавас сăн-пичĕ йăл кулăпа çиçет. Кун çути курнă кашни пепке телейлĕ ачалăха тивĕç. Вĕсен тăнăçлă пурнăçĕшĕн патшалăх программине пурнăçа туллин кĕртсе пыма аслисен чун ăшши те çителĕклĕ пултăрччĕ.

Г.ИВАНОВА.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2019

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru