Проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.
Ачасемшĕн уйăхсерен 50-150 тенкĕ пособи пани, паллах, никама та тивĕçтермест. Малашне вара çак тÿлев 10 пин тенке яхăн пулĕ. Республикăра ăна илекенсен шучĕ те икĕ хут ытла ÿсĕ. Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлăва ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кăмăллă çак хыпартан пуçланă.
Владимир Путин Президент тивĕçлĕ саккуна алă пуснă — ачасемшĕн уйăхсерен паракан тÿлев тĕлĕшпе пысăк улшăнусене вăя кĕртнĕ. Хальччен çав тÿлеве тупăшĕ пурăнма кирлĕ икĕ виçерен пĕчĕкрех çемьесене панă. Малашне вара çак чикĕ пурăнма кирлĕ 1,5 виçе таран чакĕ. Ача 1,5 çул тултариччен укçа панă, халь ача 3 çул тултаричченех пулăшу пулĕ.
Çапла вара хальччен республикăра çак тÿлеве 3,6 пин ытларах ачашăн панă пулсан — малашне, прогноз тăрăх, 7,6-8 пин ача пулăшу илĕ. Асăннă тÿлевсемпе тивĕçтермешкĕн пĕтĕмпе 900 миллион тенкĕ кирлĕ пулать. «Ку — ачасем валли хывакан инвестици, — тенĕ Михаил Васильевич. — Пĕтĕмпе вара кăçал ачаллă çемьесене пулăшма уйăракан укçа виçи 3,2 миллиард тенкĕпе танлашĕ».
Паллах, патшалăх тимлĕхĕ ачаллă çемьесене пулăшнипе пĕрлех демографие те вăй пама тивĕç.
Пирĕн районти халăха социаллă хÿтлĕх паракан пайра пĕлтернĕ тăрăх, ача çуралнăшăн паракан пособие илсе тăмашкăн 2019 çулта пурĕ 40 çемье заявлени тăратнă, вĕсенчен 24-шĕ — пĕрремĕш хут. Çак пулăшăва çемье тупăшне кура параççĕ. Хальлĕхе ача çулталăк çурă тултариччен уйăхсерен паракан пособи виçи 8930 тенкĕпе танлашать.