АВГУСТĂН 5-мĕшĕнче район администрацийĕнче Владимир Денисов ертсе пынипе тунтикунхи черетлĕ канашлу иртрĕ. Унта, яланхи пекех, иртнĕ эрнери ĕçсене тишкерсе пĕтĕмлетрĕç, çак эрнере пурнăçламалли ĕç планне çирĕплетрĕç.
Йĕрке хуралĕнчи лару-тăрупа районти полици уйрăмĕн ертỹçи Р.Идрисов паллаштарчĕ. Уй-хирти ĕçсем çинчен район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн ертỹçи О.Алексеев каласа пачĕ, выльăх апачĕ хатĕрлес ĕç епле пыни çинчен пĕлтерчĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ А.Чамеев августăн 10-мĕшĕнче районта Физкультурник кунне ирттерме палăртнă мероприяти çинче чарăнса тăчĕ.
Район администрацийĕн вĕренỹ пайĕн пуçлăхĕ Н.Ендиеров шкул çурчĕсене çĕнĕ вĕренỹ çулĕ тĕлне епле хатĕрлени çинчен пĕлтерчĕ - вĕренỹ учрежденийĕсенче ремонт ĕçĕсем вĕçленсе пыраççĕ. Халĕ шкул автобусĕсем техника тĕрĕслевĕ витĕр тухаççĕ.
Ял тăрăхĕсенчи тирпей-илем çинчен те калаçу пулчĕ. Урамри, çул айккинчи курăка çулса тăмалли, кил-çурт йĕри-таврашне тасалăхра тытмалли çинчен аса илтерчĕ Владимир Васильевич. Çавăн пекех организацисемпе предприятисен ертỹçисене хăйсене шанса панă участока пăхсах тăмалли çинчен те каларĕ.
А.ПАДИАРОВА.