Çамрăкла вĕренни - чул çине

Категория: Публикации Опубликовано: 2019-08-02 08:48:57 Версия для печати
Лейсян.JPG
ШКУЛ ачисем çуллахи каникулпа киленеççĕ. 9, 11 класс выпускникĕсем те канура, экзаменсен хĕрỹ тапхăрĕ майĕпен асран тухса пырать.

Кăçал пирĕн районти шкулсенчен 199 яшпа хĕр вĕренсе тухнă, вĕсенчен 73-шĕ - вăтам, 126-шĕ - тулли мар вăтам пĕлỹ илнĕ. Калас пулать, 9 класс пĕтерекенсемшĕн те тĕп аттестаци витĕр тухма çăмăлах мар - патшалăх экза- менĕсенче çирĕп контроль, видеосăнав. Пĕтĕмпех хăв тĕллĕн пурнăçламалла. Çапах та вĕренỹ предмечĕсене урокра тата килте тăрăшса «шĕкĕлчекенсем» экзаменсенче тарăн пĕлỹ кăтартнă, лайăх паллăсем илме пултарнă. 9 класс пĕтерекенсем пурĕ 4 экзамен тытнă: 2 - обязательнăй йĕркепе, 2 - хăйсем суйласа илнипе. Район администрацийĕн вĕренỹ пайĕн пуçлăхĕн çумĕ Е.Кудряшова пĕлтернĕ тăрăх, тăватă экзаменра та «пиллĕк» паллăсем кăна илнĕ тăххăрмĕшсем районĕпе пиллĕкĕн.

Вĕренỹре пур предметпа та отличник пулма çăмăл-и? Экзаменри пур задание те ăнăçлă пурнăçлама епле хатĕрленмелле? Тавра курăма анлăлатма мĕн пулăшать? Предмет олимпиадисене тата ăслăлăх конференцийĕсене хутшăнни вĕренỹре чăрмав кỹмест-и? Малашнехи ĕмĕтсемеплерех? Çак ыйтусем çине хуравлама ыйтрăм Палтиел вăтам шкулĕнчи 9 класран хĕрлĕ аттестатпа вĕренсе тухнă Лейсян Хакимована.

Асăннă шкулта Лейсян 1-мĕш класранпах «5» паллăсемпе кăна вĕренсе пырать. Пур предмета та çăмăллăнах парăнтарать, уншăн кашнийĕ интереслĕ. Уйрăмах акăлчан чĕлхине тата информатикăна килĕштерет - экзамен пама та çак предметсенех суйласа илнĕ вăл. Акăлчан чĕлхипе чăннипех тарăн пĕлỹ кăтартнă - 98 процент чухлĕ балл пуçтарма пултарнă! Ахальтен мар районти олимпиадăра та çулсерен Диплома тивĕçет вăл, наукăпа практика конференцийĕнче те «Акăлчан чĕлхи» секцийĕнче пĕрре кăна мар тĕпчев ĕçне хỹтĕленĕ. Уроксăр пуçне Интернет урлă та тĕплĕн хатĕрленни витĕм кỹрет, паллах. Учитель йĕркелекен консультацисем те пулăшаççĕ.

- Çирĕп характер, ăнтăлу та пĕлтерĕшлĕ пуль вĕренỹре? - ыйтатăп сăпайлă хĕртен.

- Паллах, - кашни сăмахне тарăн шухăшласа хуравлать Лейсян. - Лартнă тĕллеве пурнăçлама хăвна хистени те кирлĕ. Киле панă ĕçсене тĕплĕн пурнăçлама та, вĕренỹ передачисене пăхма та, тĕрлĕ конкурс-конференцие хутшăнма та çирĕп характер кирлĕ. Нумай вуламалла. Паян тумалли ĕçе ырана хăварса пыма юрамасть.

Лейсянăн пурнăçĕнче ырă тĕслĕх - Айсылу аппăшĕ. Вăл вăтам шкула кĕмĕл медальпе вĕçленĕ, ун хыççăн Шупашкарта экономист специальноçне хĕрлĕ дипломпа алла илнĕ. Халĕ Хусанта ĕçлет. Йăмăкĕ те унран юласшăн мар.

Халĕ вĕренỹ отличникĕ 10-мĕш класа кайма хатĕрленет. Вырăс классикĕсен кĕнекисене вулать. Ашшĕ-амăшĕ ĕçрен таврăннă çĕре апат-çимĕç хатĕрлет, кил-çурт тирпейлет. Пушă вăхăт тупăнсан ỹкерме ларать - унăн аллинче çут çанталăк илемĕ кăна мар, портретсем те «чĕрĕлсе» тăраççĕ. Нимĕнле искусство шкулне те çỹремен вăл, çак енĕпе хăй тĕллĕн аталанать.

Л.Хакимова пулас профессийĕ пирки хальлĕхе татăклăн калаймасть-ха. Ĕмĕтре вара - вăтам шкула та хĕрлĕ аттестатпа вĕçлесси. Ăнăçу пултăр сана, Лейсян!

Г.ИВАНОВА.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2023

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru