Шкулсене йышăнаççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 2019-08-02 08:34:58 Версия для печати
РАЙОНТИ шкулсене çĕнĕ вĕренỹ çулне кĕтсе илме мĕнлерех хатĕрленнине тĕрĕслеме пуçланă. Йышăну комиссийĕ шкулсемпе ача сачĕсене çитсе унти лару-тăрупа тата ĕç-хĕлпе паллашать. Район администрацийĕн вĕренỹ тата çамрăксен политики пайĕн специалисчĕсем, пушар надзорĕпе полици уйрăмĕн ĕçченĕсем учрежденисенчи санитари нормисене пăхăннине, пушар сỹнтермелли хатĕрсемпе сигнализацисене, вĕренỹпе сăнав пособийĕсем хатĕррине, Интернетпа çыхăну йĕркеленине т. ыт. те тĕрĕслеççĕ.

Палăртса хăвармалла, шкулсемпе ача сачĕсем çĕнĕ вĕренỹ çулне тĕплĕн хатĕрленсе кĕтсе илеççĕ. Юсав ĕçĕсене вĕçлесе пыраççĕ. Кашни учрежденирех классемпе кабинетсене, коридорсене, акт залне, спортзалне, столовăйпа апат хатĕрлекен пỹлĕмне юсаса çĕнетнĕ, тирпейленĕ.

Шкулсемпе ача сачĕсен таврашĕсем те таса та тирпейлĕ. Чечек клумбисем пурри чуна савăнтарать. Пахчасемпе улма-çырла сачĕсенче тухăçлă çимĕç çитĕнни те куç кĕретех.

Е.КУДРЯШОВА.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2023

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru