Граждансене социаллă пулăшу парасси çинчен.

Категория: Публикации Опубликовано: 2019-07-30 11:41:50 Версия для печати
Проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.



Эпир сирĕнпе социаллă тĕллевлĕ патшалăх политикине тухăçлăн пурнăçлатпăр.

Çемьене тата ачасене социаллă пулăшу пама кăçал 8 миллиард та 600 миллион тенкĕ ытла яратпăр. Çакă пĕлтĕрхинчен 7 процент ытларах.

Кăçал çемьесене виççĕмĕш е ун хыççăнхи ача çуралсан (усрава илсен) кашни уйăхра паракан тỹлев валли 483 миллион тенкĕ пăхса хăварнă, асăннă пулăшăва 5 пинрен кая мар çемье илет. 2 пинрен кая мар çемье пĕрремĕш ача çуралсан е усрава илсен паракан пулăшăва тивĕçет.

Чăваш Ен çемье йăли-йĕркин çирĕплĕхĕпе палăрса тăрать. Паян республикăра 12600 ытла нумай ачаллă çемье пурăнать.

2012 çулхипе танлаштарсан, вĕсен шучĕ 52 процент ỹснĕ. Çакă – Чăваш Ен Правительстви çынсене социаллă хỹтлĕх парас енĕпе йышăннă мĕн пур тивĕçе çирĕппĕн пурнăçласа пынине ĕненмелле кăтартакан тепĕр витĕмлĕ паллă.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çыруран.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru