Ачашăн паракан пособи

Категория: Публикации Опубликовано: 2019-07-30 10:39:25 Версия для печати
Проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертỹçисемпе нумаях пулмасть ирттернĕ канашлура 1,5 çултан пуçласа 3 çулчченхи ачашăн паракан пособие ỹстерессипе çыхăннă ыйтăва та сyтсе яврĕç.

Хальхи вăхăтра çак ỹсĕмри пепкешĕн 50 тенкĕ параççĕ. Пособие регионти ачана пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçепе танлаштарасшăн. Ку пулăшăва çемьери кашни çыннăн вăтам тупăшĕ çитĕннĕ çынна пурăнма кирлĕ 1,5 е 2 виçерен ытла мар пулсан (халe 2 варианта та сỹтсе яваççĕ) çемьесем илме пултарĕç. Асăннă саккун проектне Патшалăх Думине тăратнă. ЧР ĕçлевпе социаллă хỹтлĕх министрĕ Сергей Димитриев пĕлтернĕ тăрăх — Чăваш Енре паянхи кун 22 пин çемьере 1,5-3 çулсенчи ачасем пур. Çав шутран 12-13 пин çемье асăннă пулăшăва илме пултарĕ. Çак тĕллевпе тата 1,3 миллиард тенкĕ кирлĕ пулать. Михаил Игнатьев ку тỹлевсене кирлĕлĕх принципне тĕпе хурса парассине палăртрĕ.

И.КЛЕМЕНТЬЕВА.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru