Патшалăх пулăшăвĕ курăмлă

Категория: Публикации Опубликовано: 2019-07-30 10:10:17 Версия для печати
локтина_шемурш(1).jpg
Проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.


ПИРĔН çĕршывра çемьене ачасене тивĕçлĕ пăхса ỹстермешкĕн пулăшу парасси патшалăх политикин тĕп çул-йĕрĕнчен пĕри. Шăмăршăра çак енĕпе ирттерекен ĕçсемпе паллаштарма район администрацийĕн халăха социаллă хỹтлĕх паракан пайăн специалист-экспертĕнчен Н.И.ЛОКТИНАРАН ыйтрăмăр.

_ Надежда Ивановна, пирĕн районта хальхи вăхăтра нумай ачаллă çемьесем миçе шутланса тăраççĕ?

- Июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне 3 е ытларах ачаллă çемьесем - 241. Пĕлтĕр çак тапхăрта 234 пулнă. Йышлă ачаллă çемьесен хисепĕ чакманни савăнтарать. Куннта, паллах, патшалăх пулăшăвĕ пысăк витĕм кỹрет. Иккĕмĕш ача çуратнăшăн (усрава илнĕшĕн) паракан амăшĕн капиталĕ халĕ 453 пин тенкĕпе танлашать. Кунсăр пуçне республика виççĕмĕш ачашăн 100 пин тенкĕ хушса тỹлет. Республика паракан амăшĕн капиталне кăçал кăна 18 çемье илме пултарчĕ. Ашшĕ-амăшне пепкине пăхнăшăн уйăхсерен паракан пособи çемьене епле пысăк пулăшу кỹни каламасăрах паллă. Виççĕмĕш е ун хыççăнхи ачине ỹстерме паракан пособи виçи халĕ ỹсрĕ. Кăçалхи июлĕн 1-мĕшĕнчен ăна нумай ачаллă çемьесем уйăхсерен 9226 тенкĕ илсе тăраççĕ.

- Нумай ачаллă çемье удостоверенийĕ илекенсем йышлă-и?

- Виçĕ е ытларах та çул çитмен ача çитĕнтерекен çемьесене кăçал нумай ачаллă çемье удостоверинийĕсем (Удостоверение многодетной семье) паратпăр. Çак документа илнисем пирĕн районта 90 çемье. Унпа спорт комплексĕнче, музей-куравра усă курма пултараççĕ. Хамăрăн тăрăхра кăна мар, çĕршывăн хуть хăш вырăнĕнче те усă курма май пур.

- Тата мĕнле çĕнĕлĕхсем пулăшу кỹреççĕ нумай ачаллă çемьесене?

- Пепкепе çулталăк çурă ларнă вăхăт халĕ ĕç стажĕпе танлашать, уншăн амăшне (е ашшĕне) çулталăкра 1,8 балл хушса параççĕ. Иккĕмĕш ачипе ларнăшăн вара баллсем - икĕ хут, виççĕмĕш е тăваттăмĕш ачишĕн - 3 хут ытларах пулаççĕ. Тата тепĕр çĕнĕлĕх: виçĕ ача пăхса çитĕнтернĕ амăшĕ пенсие 3 çул маларах - 57 çулта, 4 ача пăхса ỹстерни - 56 çулта тухма пултарать. Пилĕк ача амăшĕ вара 50 çултах тивĕçлĕ канăва кайĕ. Нумай ачаллă çемьесем ипотека кредитне тỹлесе татма та патшалăх пулăшăвĕпе усă курма пултарни çинчен хаçатра çырнăччĕ ĕнтĕ.

-Тавах сире ĕçлĕ тĕл пулушăн!

Калаçăва Г.КАЗЯНОВА йĕркеленĕ.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru