Амăшĕн капиталĕн укçипе

Категория: Публикации Опубликовано: 2019-07-30 09:45:54 Версия для печати
Проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.



ЙЫШЛĂ ачаллă çемьесене паракан патшалăх пулăшăвĕ демографи лару-тăрăвне ырă витĕм кỹрет - ачасем çураласси чакмасть. Республикăра, çав шутра пирĕн районта та, ырă улшăнусем куç умĕнчех: 2007 çултанпа 2 е ытларах та ачана пурнăç парнеленĕ çемьесем амăшĕн капиталĕн сертификачĕпе хваттер е çурт-йĕр туянаççĕ, пỹрт лартаççĕ, кивелме пуçланине çĕнетеççĕ. Унсăр пуçне, амăшĕн капиталĕпе ачасене ятарлă пĕлỹ илмешкĕн вĕрентме те усă курма пулать. Халĕ шăпах пулас студентсемшĕн пĕлтерĕшлĕ тапхăр: кирлĕ чухлĕ баллсем пуçтарайман ачисен вĕренĕвне те амăшĕн капиталĕ пулăшнипе тỹлеме май пур. Çитĕннĕ ачисен вĕренĕвне кăна мар, пĕчĕк пепкисем ача садне çỹренĕшĕн те тỹлеме пулать.

Шăмăршă районĕнче паянхи кун тĕлне çак патшалăх пулăшăвĕпе пурĕ 15 çемье усă курать, çак шутра вун тăваттăшĕ - студентсене пĕлỹ илме, пĕри - пепкине ача садне çỹретнипе çыхăннă тăкаксене саплаштарма.

Студент тỹлевлĕ майпа пĕлỹ илет пулсан, пирĕн пата заявленипе тухма пултаратăр. Унпа пĕрле, паллах, çакăн çинчен калаканкилĕшĕвĕн (договорăн) копийĕ пулмалла - ăна вĕренỹ учрежденийĕнче çирĕплетмелле. Çакна та асра тытăр: студент 25 çула çитиччен кăна усă курма пултарать асăннă çăмăллăхпа. Амăшĕн капиталĕ ачисене ятарлă пĕлỹ илме те пулăштăр.

Д.ФЕДОСЬКИН,
РФ Пенси фончĕн Шăмăршă районĕнчи клиент службин ертỹçи.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru