Библиотекăра - викторина

Категория: Публикации Опубликовано: 2019-07-26 08:49:55 Версия для печати
ПĂЧĂРЛĂ ПАШЬЕЛĔНЧЕ ачасен каникулне хаваслă та интереслĕ ирттерессишĕн тĕрлĕрен мероприятисем йĕркелеççĕ. Акă, ялти библиотекăра «Çуллана хаваслă ирттеретпĕр» ятпа ачасен сехечĕ пулнă. Ачасем савăнсах литература вăййине, викторинăна хутшăннă. Вĕсем хайлавсенчи сăнарсемпе геройсене тишкернĕ, çыравçăсен кун-çулĕпе тата ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă.

Сăвă вулавĕн саманчĕ те пурне те тыткăна илнĕ. Библиотекарь шăпăрлансемпе «Çỹлĕк çинче кам пурăнать?» ятпа викторина, «Сăвва аса ил», «Кам иккенне пĕл» тата ытти ятсемпе конкурссем ирттернĕ.

Т.МОЖАЕВА.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru