Спортпа туслă пулма

Категория: Публикации Опубликовано: 2019-07-26 08:48:08 Версия для печати
«ДЕМОГРАФИ» нацпроект шайĕнче федерацин тата регионти «Спорт - норма жизни» проектсене пурнăçа кĕртме тытăнчĕç. Кăçал физкультурăпа спорт отраслĕнче темиçе енпе ĕçлесе пыраççĕ.

Пĕрремĕшĕнчен, регион шайĕнчи хоккей центрне тума тытăнчĕç. Çак сооруженире 29х60 калăпăшлă хупланă пăр арени, пурĕ 228 çын вырнаçмалăх куракансен трибунисем, хывăнса тăхăнмалли пỹлĕмсем тата хуçалăхпа административлă пỹлĕмсем пулмалла. Ăна çитес çул туса пĕтерме планланă.

Çавăн пекех наци проекчĕпе пăхса хунă тăрăх, Чăваш Енри тăхăр муниципалитетра кăçалах ГТО нормативĕсене пурнăçлассипе хатĕрленỹ ирттермелли урамри спорт площадкисене йĕркелесе хута яма палăртнă. Чăваш Ен спорт министерствин сайтĕнче пĕлтернĕ тăрăх, федераци проекчĕ ĕçленĕ вăхăтра пурĕ çакăн пек площадка Чăваш Енри 17 муниципалитет районĕнче пулмалла.


Кăçал Чăваш Енри Олимп резервĕн пилĕк спорт шкулне специализациленĕ çĕнĕ оборудованипе тивĕçтерме пăхса хунă. Çакă спортăн регионти база тĕсĕсемпе спорт резервне хатĕрлеме кирлĕ. Ку ĕçе пурнăçлама пурĕ 43 миллион тенкĕ уйăрма пăхнă.

Проекта пурнăçланин тĕп тĕллевĕ - 2024 çул тĕлне тăтăшах спорт тата физкультура занятийĕсене хутшăнакан çынсен шучĕ пурăнакансен 55 проценчĕ таран çитересси. Çавна май республикăра пур шайра та çынсене массăллă спорта активлăрах явăçтарма, вăл шутра ГТО нормативĕсене пурнăçлассине те ытларах хутшăнтарма тĕллев лартнă. Спорт резервне хатĕрлесси çине те пысăк тимлĕх уйăрĕç.

Н.НИКОЛАЕВА хатĕрленĕ.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru