Çăлавçăсем малтисен шутĕнче

Категория: Публикации Опубликовано: 2019-07-26 08:43:23 Версия для печати
ШĂМĂРШĂРИ пушар чаçĕ спорт ăмăртăвĕсене яланах хастар хутшăнса пысăк çĕнтерỹсемпе савăнтарать. Çакна Комсомольскинче пушар чаçĕсем хушшинче иртнĕ республика шайĕнчи физкультурăпа спорт спартакиади те çирĕплетсе парать. Ăмăртусене пурĕ 12 район команди хутшăннă. Яланхиллех çăлавçăсен чăрмавсемлĕ 100 метрлă тăрăха парăнтармалли, тăваттăмĕш хутри чỹречене чикмек тăрăх хăпарса çитмелли, пушар машининчи çăлавпа вут сỹнтермелли хатĕрсене сỹтмелли тата ытти ăмăртусенче тупăшмалла пулнă. Командăра çак ĕçченсем - В.Тенишев, И.Матвеев, А.Николаев, О.Харитонов, М.Хайлов, П.Макаров, В.Тимофеев. Ăмăртăва пĕтĕмлетнĕ хыççăн Шăмăршăсем виççĕмĕш вырăна тухнă. Михаил Хайлов вара чăрмавсемлĕ 100 метрлă тăрăха парăнтарса иккĕмĕш вырăн йышăннă.

А.НИЗАМОВ.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru