Карттă та, алăри укçа та кирлĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 2019-07-23 08:42:13 Версия для печати
ХАЛЬХИ вăхăтра лавккара та, ытти çĕрте те тĕрлĕ услугăшăн, вăл шутра пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă услугăсемшĕн те, е карттăпа, е онлайн мелпе тỹлеме пулать.

Анчах та карттăпа кăна пурăнма пулать-и-ха?

Хальлĕхе тĕрлĕ сăлтава пула Шăмăршăра пур тỹлеве те карттăпа тума пулмасть, апла пулин те унпа чăнах та меллине хальхи вăхăтра нумайăшĕ туять.

Хулари лавккасенче ку тĕлĕшпе пăтăрмах çук. Килетĕн, тавар суйлатăн, кассăра çăмăллăнах карттăпа тỹлетĕн. Пулчĕ те.

Хăш-пĕр лавккара карттăпа тỹлев тума май пулманни е Интернет çыхăнăвĕпе, е пачах та электричество çуккипе кăна çыхăннă. Ку - сайра хутра.

Апла пулин те шăп та лăп укçа илнĕ вăхăтра электричество сỹнтереççĕ пулсан, банкомат, сăмахран, карттăна «çăтса яма» пултарать. Ун пек чухне кĕсьере укçа çук пулсан вара йывăртарах килĕ.

Пасара карттăпа кăна каймалла мар - нимĕн те туянаймăн. Алăра чĕрĕ укçа е смартфонри онлайн тỹлев приложенийĕ пулсан çеç япала туянма пулать. Алăра укçа çук чухне кунти сутуçăсем онлайн тỹлевпе ĕçлени пулăшать - банкомата укçа илме каймалла мар.

Столовăйсемпе кафесенче вара карттăпа тỹлеме аван - черетри çынсен эсĕ тата кассир укçа шутланине кĕтмелле мар.

Обществăлла транспортпа çỹреме те алăра чĕрĕ укçа кирлĕ, унсăрăн чарăну павильонĕнчех тăрса юлмалла пулĕ.

Такси те чĕрĕ укçана килĕштерет. Çапах та хăш-пĕр такси водителĕсем онлайн тỹлевпе те ĕçлеççĕ. Паллах, ку лайăх.

Банк карттипе тỹлевсем тума ансат та меллĕ. Ăна çухатни те укçа çухатниех мар: çухатсан, унăн ĕçне чарса лартма пулать, укçи вара счет çинчех юлать. Апла пулин те банк карттин даннăйĕсене никама та пĕлтермелле маррине асра тытмалла. Укçа енчĕкĕнче вара, картта пур пулсан та, чĕрĕ укçа чиксе çỹрени ытлашши мар.

Н.НИКОЛАЕВА хатĕрленĕ.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2022

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru