Çỹп-çап валли ятарлă вырăн пур

Категория: Публикации Опубликовано: 2019-07-23 08:23:24 Версия для печати
ЧĂВАШ ЕНРИ ытти районсенчи пекех, Шăмăршă районĕнче те çỹп-çап ыйтăвĕсене татса парассипе малалла тимлеççĕ.

Пур ял тăрăхĕнче те ялсенче çỹп-çап контейнерĕсем лартма ятарлă площадкăсен схемисене çирĕплетнĕ, халĕ çав лаптăксене тивĕçлĕ шая çитерессипе ĕçлеççĕ.

- Контейнерсене асфальт сарса хытарнă е бетон плитасем хунă, йĕри-тавра карта тытса çавăрнă вырăнсене лартмалла. Çапла пулсан кăна контейнер лартмалли вырăна йĕркелесе çитернĕ теме пулать. Паянхи куна ял тăрăхĕсенче пурĕ 80 площадка хатĕр, - палăртрĕ калаçура район администрацийĕн строительство тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн ертỹçи Вячеслав Витальевич Вашуркин.

Ертỹçĕ пĕлтернĕ тăрăх, пирĕн районти ялсенче ятарлă вырăнта пурĕ 141 контейнер лартмалла. Çỹп-çап контейнерĕсене туянма района республика бюджетĕнчен 2 миллион та 773 пин те 371 тенкĕ уйăрса панă, район бюджетĕнчен 693 пин те 343 тенкĕ уйăрнă.

- Района куçарса панă укçа-тенкĕпе çитес вăхăтрах евроконтейнерсем туянмалла. Вĕсем пластмасса материалтан, тĕпĕнче урапаллă, хупăлчапа пулмалла. Контейнерсене туянма, саккунпа килĕшỹллĕн, аукцион пуласса пĕлтернĕ, - палăртрĕ Вячеслав Витальевич контейнерсен пахалăхĕпе тата вĕсене хăçан лартассипе кăсăклансан.

Апла пулсан çỹп-çап ыйтăвĕ, пĕчĕк утăмсемпе пулин те, уçăмланса пырать. Йĕрке пулмаллах.

Çапах та çынсем таврари çырмасене, пĕве пуçĕсене, варсене, вăрман хĕррисене пурпĕр çỹп-çап тăкакансем пурри пирки хыпарлаççĕ, вĕсене чарма ыйтаççĕ. Кашни ялтан михĕсене тултарнă çỹп-çапа районта çирĕплетнĕ графика пăхăнса турттарса тăраççĕ пулин те, чарăну павильонĕсем патне çỹп-çап турттарса тухма ỹркенмен çынсем те пур.

Районта çакăн пек «кахал» çынсене тупса палăртассипе ĕçлеме тытăннă ĕнтĕ. Хăш-пĕр вырăнта вĕсене видеокамера асăрхать, тепĕр çĕрте вара çỹп-çап тухса пăрахакансене ыттисем курса тивĕçлĕ органсене пĕлтереççĕ.

Сăмах май, çỹп-çапа пăрахма юраман вырăна тухса пăрахакана саккунпа çирĕплетнĕ (РФ Административлă право нормисене пăснин кодексĕн 8.1 статйи) пĕчĕк мар штраф кĕтет: уйрăм çынсене 1-2 пин тенкĕ таран штраф. Ку вара «çỹп-çапшăн» килекен квитанцин пĕр уйăхри тỹлевĕ кăна мар. Çỹп-çапа контейнера пăрахма е хальлĕхе палăртнă кунсенче миххе тултарса илсе тухма кăна ирĕк пуррине шута илсен, ăна урăх ниçта та пăрахма юраманни куçкĕрет.

Çакна пурте ăнланса çитсен кăна тасалăхра пурăнма пулать. Çын хăйне хисеплет пулсан вара, ăнланма кирлех.

Н.НИКОЛАЕВА.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2022

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru