Чукалсем çапла калаççĕ...

Категория: Публикации Опубликовано: 2019-07-19 08:44:59 Версия для печати
Проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.



ПУЛМАНТĂШ (1. Тырă пиçсе çитеймен вырăн - ял; 2. Чукал витĕр юхса иртекен юхан шыв). Кунта пирвайхи чăвашсем 400 çула яхăн каялла килнĕ. Пуянсенчен тарса вĕсем сĕм вăрман тăрăхне пырса çитнĕ. Кунта вырнаçсан тыр-пул ỹстернĕ, вăрман каснă-кăкланă. йывăçран савăт-сапа ăсталанă. Çăка хуппинчен çăпата хуçнă, сăпка, кушил, курăс мунчали тунă. Пурăна-киле кунта выльăх-чĕрлĕх ĕрчетнĕ. Анчах та çĕр пулăхлă пулман, тырă-пулă тухăç паман.

ВАРВАРИНКА. Ĕлĕк ку вырăна пĕр пуян хĕрарăм килнĕ. Ăна Варвари тесе чĕннĕ. Унччен кунта никам та пурăнман. Ывăлĕ авлансан Варвари пĕрлешỹллĕ хуçалăх йĕркеленĕ. Унран пĕчĕк ял пуçланса кайнă. Ырă чунлă хĕрарăма сума суса яла Варваринка («Варвари» ялĕ) тесе ят панă. Хальхи вăхăтра ку ял çук, вăл Вырăс Чукалĕнчи Ленин урамĕпе пĕрлешсе кайнă.

АНЧĂК ÇЫРМИ. Ваттисем каланă тăрăх, ялта ĕлĕк килсĕр йытă-кушак нумай пулнă. Вĕсем хур-кăвакала, чăх-чĕпе тапăннă, ача-пăчана хăратнă. Ял çыннисем çапкаланчăкскерсене тытса çырмара путарса вĕлернĕ. Çырмине «анчăк çырми» тенĕ. Халĕ, шыв çукран, ăна «Тип çырма» теççĕ.

ÇУННĂ ВАР. Ку çырма вăрманпа юхса иртет. Ваттисен сăмахĕ тăрăх, вăрманти йывăçсем хăйсен илемĕпе илĕртнĕ. Пĕррехинче кунта вăйлă пушар пулнă, йывăçсем нумай çуннă. Çавăнпа ку вырăна «çуннă вар» теме пуçланă.

ТАРĂН ВАР. Ялтан инçех мар çырмана çапла калаççĕ. Ыттисемпе танлаштарсан вăл питĕ тарăн.

УЙ ЧỸК. Çулсерен, çур аки хыççăн, ваттисем тата вĕсене пулăшакансем сăваплă вырăна - чỹк вырăнне пуçтарăннă. Хăйсемпе пĕрле йĕс хуран, вут-шанкă, кĕрпе, пашалу, тăвар илнĕ. Чỹклемелли выльăх-чĕрлĕхе - вăкăра е ăйăра, темиçе сурăха, хур-кăвакала хăваласа килнĕ. Çапла майпа уй-хире парне кỹнĕ: уй чỹкне тунă.

ЯНАПĂС. Çĕнĕ Чукал ялĕн хĕрринче, Уй чỹк сăрчĕпе юнашар, тĕлĕнмелле хитре вырăн пур. Вăл - Янапăс сăрчĕ. Унта тĕрлĕ йывăç ỹсет. Ячĕ пирки ăнлантарни çук. Ĕлĕк кунта хĕрессем пулнă. Вĕсене тăлăх арăмсем вăрçăра вилнĕ мăшăрĕсене асăнса лартнă.

КИРЕМЕТ ÇĂЛĔ. Ялăн Киремет карти (чỹк тумалли вырăн) пулнă. Ун патне кĕмелли çурçĕр енчи алăк çывăхĕнче çăл пулнă. Çăл шывĕ сиплĕ пулнипе çынсем ăна çулталăк тăршшĕпех ĕçнĕ, чирлемен.

СИВĔ ÇĂЛ - Кашкăр çăлĕ. Хăй вăхăтĕнче ун çумĕнче шурлăх пулнă. Апат шыраса кашкăрсем ку вырăнта та çỹренĕ. Каçсерен унтан вĕсем улани илтĕннĕ. Шывĕ шутсăр сивĕ пулнă, тарлани çинчен ĕçсен çынсем чирленĕ.

ÇВЯТТУЙ ШЫВ - 1. (часавай). Маларах Шăмăршă районĕ Чĕмпĕр кĕпĕрнине кĕнĕ. Ун чухне çăл шывĕ çинче Тихвинти Турă амăшĕн сăнарĕ курăннă. Ячĕ çакăнтан тухса кайнă. Турра ĕненекенсем кунта килсех çỹреççĕ, çĕр каçаççĕ; чир-чĕртен сывалакансем те пулнă. Хальхи вăхăтра çăл Ульяновск облаçĕн Сурски район чиккине кĕрет. Июлĕн 9-мĕшĕнче - Тихвин кунĕ - кунта халăх нумай пухăнать.

ШУР ЧУЛ. Çăла, тĕпĕнче шур чул пулнăран, çакăн пек калаççĕ. Кунти шыв чи таса та сивĕ шыв шутланать.

МУНЧАЛА КỸЛЛИ. Ĕлĕк мунчалана çăка хуппинчен хатĕрленĕ. Малтан çăка хупписене ушкăнĕпе çыхса сулă пек тунă та шыва янă, кунта икшер эрне хутнă - ислетнĕ. Шывран кăларса, çемçелнĕскере сỹсе сунчала тунă. Ку ят хальччен упранса юлнă.

ШАПА КỸЛЛИ. Ĕлĕк вăрманти пĕр кỹлĕре шапа нумай пулнă. Шапасем кваклатни таçтах илтĕннĕ. Хальхи вăхăтра ку кỹлĕ вырăнĕнче шурлăх.

ИРÇЕ ЧИККИ (замордовье). Чăвашсем хăйсемпе туслă пурăнакан вырăс, ирçе, тутар çыннисемпе уяв ирттернĕ хир ячĕ. Хăй вăхăтĕнче кунта ыраш вăйлă çитĕннĕ.

ПЫСĂК КАÇУНАЙ ХИРĔ. Ун лаптăкĕ - 80 га. Вăл вăрман хуçалăхне кĕнĕ. Пирĕн аслă ăру çыннисем кунта тар тăкнă.

ПĔЧĔК КАÇĂНАЙ ХИРĔ. 14 гектар çинче вырнаçнă хир те вăрман хуçалăхĕн - патшалăхăн шутланнă. Пирĕн умĕн пурăннă çынсем кунта тĕрлĕ тыр-пул ỹстернĕ.

ЧИКĔ. Çуллахи каçсенче Кивĕ Чукал тата ун çывăхĕнчи ял çыннисем ку вырăнта вăйă каланă, вылянă, çамрăксем пĕр-пĕринпе паллашнă. Уйрăмах Çимĕк уявĕ чаплă иртнĕ. Халĕ кунта Ял уявне, Акатуйне ирттереççĕ. Ялсен чиккинче вырнаçнăран ку лаптăка «Чикĕ» тенĕ.

(«Энциклопедия Шемуршинского района» кĕнекерен).
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2019

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru