"Çук пулсан та, Эсĕ чĕрĕ.Чĕрĕ ĕмĕрех!"

Категория: Публикации Опубликовано: 2019-07-19 08:29:11 Версия для печати
Космовский.jpg
Проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.



РАÇÇЕЙРЕ граждан вăрçи кĕрлесе иртнĕренпе 100 çул çитрĕ. Апла пулин те, Çĕршывăмăр геройсене манмасть. Чăваш халăхĕ те хăйĕнчен тухнă паттăрсене асра тытать. Вĕсем - В.Чапаев, П.Карзанов, П.Крепков, И.Космовский... Манма сăлтавĕ те çук. Вулакансене ентешĕмĕрпе Иван Сергеевич Космовскипе паллаштарăпăр, мĕншĕн тесен вăл паттăрла пуç хунăранпа кăçалхи июлĕн 13-мĕшĕнче шăп та лăп пĕр ĕмĕр çитрĕ.

И.С.Космовский 1895 çулхи августăн 27-мĕшĕнче пирĕн районти Никишино ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Земство училищинче, Чĕмпĕрти учительсем хатĕрлекен чăваш шкулĕнче, омскри прапорщиксен шкулĕнче вĕреннĕ. Пăва уесĕн Шамкай вулăсне кĕрекен Матак шкулĕнче ачасене вĕрентнĕ.

1915-1918 çулсенче патша çарĕнче тăнă. Унтан таврăнсан хăйсен вулăсĕнче тата Пăва уесĕнче (Тутарстан) Совет влаçне туса хурассишĕн тимленĕ.

1918 çулта ăна Пăва уесĕнчи хресченсен съездне делегата суйланă. Съездра Космовские уесри ĕçтăвком çумĕ пулма шаннă. Кунсăр пуçне, 23-ри (!) çамрăк çар комиссариатне, уесри чрезвычайлă комиссие, милици управленийĕн пайне ертсе пынă. Вăл пуçарнипе уесра РКП(б) пĕрремĕш ячейки йĕркеленнĕ. Çак çулах Космовский большевиксен партине кĕнĕ. Халăх ертỹçе шаннă: Вырăс Чукалĕнчен кăна ун отрядне 54 çын çырăннă.

И.С.Космовский Чĕмпĕрте Муравьев пăлхавне путарма хутшăннă. 1918 çулхи çу кунĕсенче шуррисене хирĕç çапăçнă: Улатăрти çар ушкăнĕн батальонне ертсе пынă.

1919 çулта ăна Чĕмпĕрти пĕрремĕш рабочи полкĕн командирĕ пулма шаннă. Полк 49-стрелковăй дивизие кĕнĕ.

Колчака хирĕç паттăррăн çапăçнă Космовскин 500 ытла çынран тăракан ушкăнĕ. Вăл Урал тăрăхĕнчи нумай ялпа хулана ирĕке кăларнă. Парамоново хуторĕ патĕнче шуррисен виçĕ пинлĕ эскадронне хирĕç тăнă. «Ункăна» лексен те парăнман. йывăр аманнă пулин те Иван Сергеевич полка хушусем панă, тăшман çине пенĕ. Шуррисем июлĕн 13-мĕшĕнче парăнман командира тискеррĕн вĕлернĕ.

И.С.Космовские Хĕрлĕ Ялав орденĕпе (орден Боевого Красного Знамени) наградăланă. 1919 çултах Пăва хулин пĕр аслă урамне граждан вăрçин геройĕ ятне панă. Шăмăрша пырса кĕрекен тĕп урам та ун ячĕпе хисепленет. Кунтах - Иван Сергеевичăн бюсчĕ. Хитре, ĕмĕр çамрăк курăнать ентешĕмĕр. Пирте хăйшĕн мăнаçлăх туйăмĕ çуратать. Халăх ырлăхĕшĕн пурăнма, ĕçлеме, кĕрешме вĕрентет.

В.МАКАРОВ.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2019

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru