Апат хатĕр хăнашăн,алли-ури çăмăлтан...

Категория: Публикации Опубликовано: 2019-07-19 08:22:16 Версия для печати
IMG_2553.JPG
ПУЛТАРУЛЛĂ та тарават хĕрарăмсем ĕçлеççĕ Шăмăршăри «Красный бор» кафере. Вĕсенчен пĕри - Л.Трофимова. Повар ĕçĕнче вăл 1983 çултанпа тăрăшать. Вăл хăй тивĕçĕсене чун-чĕререн пурнăçлать. Ĕçтешĕсем хушшинче - хисепре, тĕслĕх вырăнĕнче.

Людмила Васильевна 1964 çулта Пăчăрлă Пашьелĕнче çут тĕнчене килнĕ. Кунти шкултан вĕренсе тухсан, Шупашкарти коопераци техникумĕнче професси пĕлĕвне илнĕ. Алла диплом илнĕ хыççăн тăван тăрăхах таврăнса ресторанра ĕçлеме пуçланă.

Вăл - савнă мăшăр, юратнă анне, кукамай. Мăшăрĕпе - Михаил Ивановичпа - 35 çул килĕштерсе пурăнса 3 ача ỹстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă, тивĕçлĕ воспитани панă. Сергей ывăлĕ Мускавра ĕçлесе пурăнать. Светлана хĕрĕ Шупашкарта медсестрара тăрăшать. Кĕçĕнни Кристина та республикăн тĕп хулинчех тĕпленнĕ, 42-мĕш шкулта ачасене акăлчан чĕлхипе истори вĕрентет. Трофимовсене мăнукĕсем те пурăнма, ĕçлеме хавхалантарса пыраççĕ.

Чăннипех те телейлĕ хĕрарăм Людмила Васильевна. Хисепне, чысне вăл ĕçре çĕнсе илнĕ, ырă ята тивĕçнĕ.

А.МИХАЙЛОВ.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2019

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru