Хастар почта ĕçченĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 2019-07-16 08:45:38 Версия для печати
почта.jpg
ÇЫННĂН ĕçĕ теприне курăнмасть теççĕ. Чăннипех те çаплах, кашниех хăйĕн ĕçĕ чи кирли, çăмăлли е йывăрри пек туйăнать. Акă, почтальонсене илер-ха, вĕсен ĕçĕ тĕрлĕ енлĕ. Хаçат-журнал, çыру-корреспонденци валеçнипе кăна мар, ял çине тухсан тем те тумалла. Периодика кăларăмĕсене çырăнтармалла, электроэнергишĕн, çут çанталăк газĕшĕн пухăнакан тỹлевсем, посылкăсем йышăнмалла, сумки-сумкипе сутмалли тавар йăтмалла... Пенси укçине уйăхсерен валеçесси мĕнле пысăк яваплăх тата!

Чукалти почта çыхăну уйрăмĕнчи ĕçченсем çак тивĕçсене туллин пурнăçласа пыраççĕ тесен пĕрре те йăнăш мар. Кунта тăрăшакан коллектив питĕ туслă. Уйрăм начальникĕ Людмила Николаевна Нефедова хăйĕн ĕçне тĕплĕ пĕлнипе палăрать. Почтальонсем, иккĕн вĕсем, пĕр-пĕрне ăнланса, килĕштерсе ял çыннисене хисеплесе, вĕсемпе пĕр чĕлхе тупса ĕçлеççĕ. Çавăнпах ĕçĕ те ăнăçлă, ỹсĕнсе пырать. Кăçалхи иккĕмĕш çур çулта илсе тăмалли хаçат-журнал çырăнтармалли плана та тултарнă хастар почтальонсем. Елена Алексеевна Харитоновапа Анна Ильинична Храмова ял çинче ырă ят çĕнсе илнĕ. Нумай çул хушши ĕнтĕ ял сукмакĕсене такăрлатаççĕ. Вĕсем районта, республикăра тухса тăракан хаçат- журналсене ял çыннисем патне вăхăтра çитерес тесе ăнтăлса ĕçлеççĕ.

Н.ИЛЬИНА.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2019

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru