Çул çитмен çамрăк серепене ан çаклантăр

Категория: Публикации Опубликовано: 2019-07-16 08:29:59 Версия для печати
Проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.



АЧАСЕМ - пирĕн пуласлăх, сывă та тĕреклĕ общество никĕсĕ. Çавăнпа та вĕсем тĕрĕс çул çине тăрса ỹсчĕр, ашшĕ-амăшĕнчен тивĕçлĕ воспитани илччĕр тесе çитĕннисен çине тăрсах вăй хумалла. Ку тĕлĕшпе район администрацийĕн социаллă аталану пайĕ те пысăк витĕм кỹрет. Паян эпир редакци тĕпелне район администрацийĕ çумĕнчи çул çитмен ачасен правине хỹтĕлес енĕпе ĕçлекен комиссин секретарьне, тĕп специалист-эксперта О.П.ЗАХАРОВАНА чĕнтĕмĕр.

- Оксана Петровна, пирĕн районта халĕ 28 йывăр лару-тăруллă çемье учетра тăрать, вĕсенче 59 ача çитĕнет. Çак цифрăсем мĕн çинчен калаççĕ-ха?

- Чăн малтан, пирĕн, çитĕннисен, вĕсене пысăк тимлĕх уйăрмалли çинчен. Çак тĕллевпе эпир çак çемьесене пĕр самант та куçран вĕçертместпĕр, педагогсемпе, полици ĕçченĕсемпе пĕрле тăтăш профилактика рейчĕсем ирттеретпĕр. Июлĕн 11-мĕшĕ тĕлне кăçал кăна çакнашкал рейдсем 71 йĕркелерĕмĕр - йывăр лару-тăруллă çемьесенче ачасем епле çитĕннипе интересленетпĕр, ăнлантару ĕçĕсем тăватпăр.

- Пĕлтĕрхи çак тапхăрпа танлаштарсан, район территорийĕнче çул çитмен ачасем преступлени тăвасси чакни курăнать. 2018 çулхи пĕрремĕш çур çулта пĕрре пулнă пулсан, кăçал пачах та çук. Çакă пурне те савăнтарать, паллах.

- Анчах та халлĕхе преступлени çулĕ çине тăракан çамрăксем пулманни пире лăпланса лармаллине пĕлтермест. Эпир çав-çавах ашшĕ-амăшĕ эрех-сăрапа иртĕхекен, харкашуллă çемьесене тăтăш тухса çỹретпĕр, ачасен пурнăçĕпе кăсăкланса тăратпăр. Çемьере çирĕп йĕрке, тимлĕх, пурăнма тата вĕренме кирлĕ услови пулманни ачана хăйне ирĕккĕн туйма пулăшакан меслет. Час-часах тимлĕхрен вĕçерĕннĕ çул çитмен çамрăксем тĕлли-паллисĕр вăхăт ирттереççĕ, урам серепине лексе йăнăшçулпа кайма пултараççĕ. Хăвăрах пĕлетĕр, унта эрех-сăра сĕнекенсем те, япăх ĕç тума вĕрентекенсем те сахал мар. Çавăнпа та çамрăксене преступлени çулĕ çине тухма памалла мар. Паянхи кун тĕлне пирĕн патăрта учетра çул çитмен 6 çамрăк тăрать (пĕлтĕр çак тапхăрта 11 пулнă). Тепĕр хут калатăп, цифрăсем кăмăллă пулсан та, пирĕн ĕçре яваплăха, тăрăшулăха пĕрре те чакарма юрамасть. Çемьесенче кăна мар, çамрăксем каçсерен пухăнакан вырăнсенче те тăтăш пулма тăрăшатпăр.

- Çул çитмен çамрăксем саккун умĕнче ытларах мĕнле «çылăха» кĕреççĕ-ха?

- Пысăк преступлени пĕчĕккинчен пуçланать. Аслисене ача шкул Уставне пăхăнманни те канăçсăрлантарма тивĕç - мĕн сăлтавпа уроксене сиктерет вăл? Шкул сакки çинчен анмасăрах эрех-сăра енне туртăнни вара вăхăтра чармасан преступлени патнех илсе çитерме пултарать. Юлташĕсене е аслисене кỹрентересси, ют пурлăха хапсăнасси, ашкăнасси, иртĕхесси те çак япăх çул çинчех. Тĕрĕс çул çинчен пăрăнма вара нумай та кирлĕ мар.

- Апла пулсан, сирĕн ĕçĕрте тĕп тĕллев -
çамрăксене преступлени тăвасран вăхăтра асăрхаттарасси, тĕрĕс çултан пăрăнасран сыхласси. Çак ĕç çемьерех йĕркеленсе пымалла-çке!

- Тĕрĕс, пурнăç йĕркине ача чăн малтан ашшĕ-амăшĕнчен вĕренет. Тăван çемье - ырă йăла-йĕрке çăлкуçĕ, пуласлăх никĕсĕ. Анчах та çемьере йывăр лару-тăру хуçалансан, çак тивĕçе пĕтĕмпех шкул, общество хăйсем çине илеççĕ. Хăш-пĕр ашшĕ-амăшне ачисем умĕнчи тивĕçне кирлĕ таран пурнăçламаншăн явап тыттарма та тивет. Çапла кăçалхи январь-июнь уйăхĕсенче 18 ашшĕ-амăшне административлă явап тыттартăмăр (вунпĕрĕшне - асăрхаттару, çиччĕшне - штраф). Халĕ эпир район администрацийĕ 2019 çулхи июнь уйăхĕн 27-мĕшĕнче кăларнă йышăнăвне («О проведении дополнительных профилактических рейдов, направленных на сохранение жизни и здоровья несовершеннолетних детей Шемуршинского района ЧР») тĕпе хурса ĕçлетпĕр. Кунта çамрăксем çуллахи вăхăтра кану вăхăтне инкек-синкексĕр ирттересси те тĕп вырăн йышăнать. Эпир йĕркелĕхшĕн кăна мар, ачасен сывлăхлă пурнăçĕшĕн те яваплăх туятпăр.

- Çамрăксен шăпи чăннипех те çитĕннисен аллинче. Ăнăçу пултăр Сире канăçсăр та пархатарлă ĕçĕрте! Тавах чун-чĕрене уçса калаçма вăхăт тупнăшăн!

Калаçăва Г.НИКОЛАЕВА йĕркеленĕ.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2019

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru