Ултавçăсен аллине ан çакланăр

Категория: Публикации Опубликовано: 2019-07-12 08:12:12 Версия для печати
СОЦИАЛЛĂ сетьсем пуçланса кайнă чухне, аслăрах ăрури çынсем вĕсене çамрăксене вăхăт ирттермелли çеç тесе калатчĕç. Халĕ вара Интернетпа пур ỹсĕмри çын та активлă усă курать. Çынсем Интернетри пурнăçа ытларах вăхăт уйăрма, сетьсенче хăйсем пирки информаци ытларах та ытларах вырнаçтарма тытăнчĕç. Хăшĕсем хăйсем çинчен информаци ытла та нумай вырнаçтарнипех ултавçăсен аллине çакланаççĕ.

Хальхи вăхăтра геолокаци кăтартакан телефонсемпе усă куракансем социаллă сетьре хăйсем ăçта пулнине кăтартасси, хăйсен планĕпе паллаштарасси те «модăра».

Хăш чухне çынсем социаллă сетьре паспортри е визăри çĕнĕ сăн ỹкерчĕке те кăтартаççĕ, банка ăнăçлă кайса килнине сăн ỹкерсе сетьре вырнаçтараççĕ. Паспортри сăн ỹкерчĕке вара ултавçăсем микрозайм илме е пĕр кун «пурăнакан» фирмăсенче кредит илме усă курма пултараççĕ.

Банк карттисемпе те çăмăлттайла усă курмалла мар. Тепĕр чухне Интернетра тỹлев туса ирттерме карттăн пиччен енчи 16 цифрăна, картта хуçин хушамачĕпе ятне тата карттăпа усă курас вăхăта пĕлни те çителĕклĕ. Апла пулсан харпăр хăйĕн докуменчĕпе мухтанма кирлĕ мар.

Интернетра чирлĕ ачана е тата чĕр чуна пулăшма тесе укçа-тенкĕ ыйтакан сахал мар. Анчах та нумай чухне ырă кăмăллă çынсен пулăшăвĕпе ултавçăсем усă кураççĕ. Пулăшма шутлатăр пулсан, çав çын патне малтан тĕрлĕ ыйту çырса яма пулать. Кун пек лару-тăрура ултавçăсем «калаçмаççĕ».

Социаллă сетьри юлташран укçа куçарса пама ыйтакан хыпар килни те тỹрех укçа куçарса памалла тенине пĕлтермест. Шăнкăравласа ыйтса пĕлĕр. Тен, унăн страницине «çĕмĕрнĕ».

Социаллă сетьри страница пурин валли те уçă пулни кĕтмен хăна йышлă пулма пултарассипе те хăрушă. Тен, эсир ĕçе вырнаçас текен предприяти ертỹçи те сире ĕçе иличчен унти информаципе паллашать. Çавăнпа та пĕр-пĕр уяври сăн ỹкерчĕксене вырнаçтариччен те малтан лайăх шухăшламалла.

Хальхи вăхăтра кредит организацийĕсем те çынсен аккаунчĕсене тимлĕ сăнаççĕ, мĕншĕн тесен сăн ỹкерчĕксенчен çыннăн тупăшĕ пирки те ытларах пĕлме пулать.

Апла пулсан ят-сум пирки малтанах шухăшламалла. Интернета черетлĕ документ вырнаçтарнă хыççăн мĕн пулма пултарасси пирки шутлăр. Сăпайлăх çынна илем кỹрет кăна мар, нумай чухне ултавçăсенчен те сыхлать.

Пичете Чăваш Ен Шалти ĕçсен министерствин сайтĕнчи материалсемпе усă курса хатĕрленĕ.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru