2020 çул - Астăвăмпа мухтав çулталăкĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 2019-07-12 08:08:24 Версия для печати
2020 ÇУЛА Раççей Федерацийĕнче Астăвăмпа мухтав çулталăкне халалласа ирттерĕç.

Кун пирки Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин 2019 çулхи июлĕн 8-мĕшĕнче алă пусса çирĕплетнĕ указра палăртнă.

Çулталăка çĕршывра истори астăвăмне упрас тата Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче çĕнтерỹ тунăранпа 75 çул çитнине халалласа ирттерме йышăннă.

Указра РФ Правительствине пĕр уйăх хушшинче астăвăмпа мухтав çулталăкĕнчи тĕп мероприятисене палăртса çирĕплетме хушни те пур.

Çулталăкри ĕçсене Раççейри «Çĕнтерỹ» йĕркелỹ организацийĕ пурнăçласа пыма тивĕç. Унăн ĕçне Президент администрацийĕн ертỹçи тĕрĕслесе тăрасси паллă.

Право информацийĕн официаллă интернет-порталĕнчен.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru