Рейдсем ирттереççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 2019-07-12 08:06:14 Версия для печати
Район администрацийĕн çул çитмен ачасемпе ĕçлекен тата вĕсен прависене хỹтĕлекен комисси çулталăк пуçланнăранпа пурĕ 62 рейд ирттернĕ. Çуллахи вăхăтра вĕсем çамрăксем каçпа ушкăнпа пухăнакан вырăнсене çитсе тĕрĕслевсем йĕркелеççĕ. Хĕрсемпе каччăсен каçхи канăвĕпе интересленеççĕ.

Çавăн пекех комисси час-часах учетра тăракан 28 çемьепе, вĕсенче 59 ача çитĕнет, профилактика ĕçĕсем ирттерет. Çине тăрсах асăрхаттарса тăрсан та йывăр шăпаллă çемьесенче лару-тăру çав-çавах ырă еннелле улшăнсах каймасть-ха. Ашшĕ-амăшĕ эрех-сăра ĕçме чарăнмасть, ачисене тивĕçлĕ воспитани памасть.

Е.КУДРЯШОВА.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2023

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru