РАÇÇЕЙРИ Çемье кунне халалласа Шăмăршăри ЗАГС уйрăмĕнче районта хисеплĕ те паллă, ĕçре палăрнă, ялта ят-сум çĕнсе илнĕ мăшăрсене чысласа уяв ирттерчĕç. Çак мероприятие çырăнтару уйрăмĕн пуçлăхĕ Марина Ефимова ертсе пычĕ. «Юратупа шанчăклăх» медале тивĕçнĕ çемьесемпе паллаштарчĕ. Вĕсем - Шăмăршăра пурăнакан Николай Георгиевичпа Зоя Васильевна Сапруковсем тата Анат Чаткасри Петр Давыдовичпа Валентина Николаевна Кашицынсем.
Сапруковсем икĕ ывăлпа пĕр хĕр çуратса ỹстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Вĕсене тивĕçлĕ воспитани панă. Халĕ вĕсем 7 мăнукпа савăнса пурăнаççĕ. Николай Георгиевичпа Зоя Васильевна пĕр çемьене чăмăртаннăранпа 46 çул та çитнĕ.
Кашицынсем тăватă ача çитĕнтернĕ, вĕсене тĕрĕс çул çине тăма пехилленĕ. Вĕсен вара куç тулли ултă мăнук чупса çỹрет. Петр Давыдовичпа Валентина Николаевна шăкăл-шăкăл калаçса та килĕштерсе пурăнма пуçланăранпа ноябрьте 39 çул çитет.
Уява пухăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Денисов саламларĕ. «Пирĕн республикăра çемьесем çине питĕ пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Пĕлетпĕр ĕнтĕ, çирĕп çемье – пурнăç тĕрекĕ. Çакнашкал пархатарлă та тĕслĕх кăтартакан çемьесем районта пулсан пирĕн республика татах та çирĕпрех пулĕ», - пĕлтерчĕ Владимир Васильевич. Çавăн пекех çемьесене район пуçлăхĕ М.Хамдеев та саламларĕ.
Пухăннисене савăк юрăсемпе Елена Муравьева тата Анат Чаткасри Культура çурчĕн ĕçченĕсем савăнтарчĕç.
А.МАКСИМОВА.