Ача садĕнче ăшăрах пулĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 2019-07-05 10:04:31 Версия для печати
Шăмăршă ялĕнчи «Ромашка» ача садне тĕпрен юсас ĕçе пуçăннă.

Смета тăрăх ĕçсене пурнăçлама 4 млн 558 пин 710 тенкĕ кирлине палăртнă. Аукцион ирттернĕ хыççăн контрактра кăтартнă сумма 3 млн 669 пин 761 тенкĕ ытларахпа танлашнă.

Аукцион укçа-тенке 19 процент ытларах перекетлеме май панă.

Ĕçе пурнăçлакан подрядчик паллă. Вăл - Хусан хулинчи «СТРОЙ_ИНТЕКС» тулли мар яваплăхлă пĕрлешỹ.

Проектпа килĕшỹллĕн подрядчикăн ача сачĕн çуртне ăшăрах тумалла, тулашĕнчен стенасене çĕнетмелле, чỹрече блокĕсене улăштармалла тата ытти ĕçе пурнăçламалла.

Ĕçе августăн 10-мĕшĕ тĕлне вĕçлемелле.

М.КУДРЯШОВ.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2023

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru