Ăшă кăмăл мана ĕçре пулăшать

Категория: Публикации Опубликовано: 2019-07-05 09:58:52 Версия для печати
IMG_2237.JPG
КАШНИ çын хăйне шанса панă ĕçе ответлăха туйса пурнăçланипе пурнăçа хăт кĕртет, çынсен хутшăнăвне илемлетет, малашлăх чиккисене палăртать. Çак сăмахсене 35 çул хушши пĕр улшăнмасăр райпо сферинче ĕçлекен Альбина Владимировна Иванова тĕлĕшпе те пĕр иккĕленмесĕрех калама пулать. Шупашкарти суту-илỹ училищинчен ăнăçлă вĕренсе тухнăранпа, 1984-мĕш çултанпа ĕçлет вăл Шăмăршăри куллен кирлĕ таварсен магазинĕнче. Сутуçă тăрăшулăхĕпе, хăйне шанса панă ĕçе ответлăха туйса пурнăçланипе палăрать. Сентре çинче ял çыннисем валли кирлĕ паха тавар çителĕклĕ пултăр тесе тăрăшать. Тавар туянаканпа кăмăллă калаçать. «Ăшă кăмăл мана ĕçре пулăшать», - тет йăл кулса тараватлă сутуçă.

Професси уявĕпе - Пĕтĕм тĕнчери коопераци кунĕ ячĕпе – чун-чĕререн саламлатпăр Альбина Владимировнана. Социаллă яваплăха туллин туйса тăрса ĕçлеме малашне те ăнăçу, çирĕп сывлăх сунатпăр.

Н.ИЛЬИНА сăн ỹкерчĕкĕ.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2023

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru