Пĕр машина вутă хуçи - Галина Евлешкина!

Категория: Публикации Опубликовано: 2019-07-02 14:23:17 Версия для печати
«Шăмăршă хыпарĕ» хаçат редакцийĕ июнĕн 29-мĕшĕнче, Карапай Шăмăршăра иртнĕ «Туслăхпа тăванлăх уявĕнче» пĕр машина вутă хуçине палăртрĕ. Çак телейлĕ çын - Галина Вячеславовна Евлешкина. Вăл Пăчăрлă Пашьелĕнче, Карл Маркс урамĕнче, 43-мĕш çуртра пурăнать. Шăмăршă районĕн администрацийĕнче централизациленĕ бухгалтери тытăмĕнче бухгалтерта тăрăшать. Çитес кунсенчех Пăчăрлă Пашьелне пĕр машина вутă илсе килĕç. Кун çинчен вулакансене тĕплĕнрех çитес номерте паллаштарăпăр.

Саламлатпăр çĕнтерỹçĕне! Çапла, тăвансем, хисеплĕ вулакансем, район хаçатне çырăнса телейлĕ пулма май пурри çинчен эсир тепĕр хутчен курса ĕнентĕр. Çырăнăр «Шăмăршă хыпарне»! Яланах пирĕнпе пĕрле вулăр юратнă хаçата! Редакцие килсе çырăнма эсир кирек хăш вăхăтра та пултаратăр, 6 уйăхшăн 200 тенкĕ çеç тỹлемелле. Кĕтетпĕр, туссем!

РЕДАКЦИ.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2023

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru